21 января 2009 г.
«Донор» сăмах латин чĕлхинчен «парне», «ырлăх кÿни», «пулăшни» тени пулать. Донор вăл хăй ирĕкĕпе çынсене сыватма юн парса пулăшать. Çакна кашни сывă çынах тума пултарать.
Йывăр сурансемпе операцисем, юн нумай юхни, ачасемпе инфекци чирĕсем, пĕçертни тата наркăмăшланни çынсене йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерме пултарать. Çитĕнсе çитнĕ çыннăн организмĕнче 5-6 литр юн. Вăл шĕвĕ пайран (плазма) тата клеткăсенчен тăрать, çыннăн организмĕнче тĕрлĕ функцисене пурнăçлать.
Юн нумай юхни çын пурнăçĕшĕн уйрăмах хăрушă. Сывă çынран 400-450 миллиграмм юн илни сывлăхшăн пачах та хăрушă мар. Юна çĕнетни организма лайăх ĕçлеме, ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшать. Юна çулталăкра 5 хутчен, икшер уйăх сиктерсе, пама юрать. 30-40 кунтан панă юн вырăнне çĕнни пухăнать. 18 çул тултарнă кашни сывă çынах донор пулма пултарать.
Юн панă кунхине донор çак çăмăллăхсемпе усă курма пултарать: укçасăрах медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма тата сывлăх мĕнле пулни çинчен справка илме. Юн парас умĕн ирхи апат тÿлевсĕр çитереççĕ. Апатланма 80 тенкĕ компенсаци параççĕ. Çав кунхине ăна ĕçрен хăтараççĕ, çав вăхăтрах вăтам ĕç укçи сыхланса юлать. Юн панăшăн паракан хушма кану кунне вăл çулсерен паракан черетлĕ отпуск çумне хушма пултарать. 40 хутчен юн панă донорсене «Раççей хисеплĕ донорĕ» знакпа наградăлаççĕ. Çавăн пек çынсем пирĕн районта 34. «СССР хисеплĕ донорĕ» знака илнисем - 12.
«Раççей хисеплĕ донорĕ» зна¬ка илнисем çак правасемпе усă курма пултараççĕ:
- сывлăх сыхлавĕн патшалăх тата муниципаллă учрежденисенче черетсĕр сывалма;
- ĕçленĕ тата вĕреннĕ чухне санаторипе курортсенче сывалма çăмăллăхлă путевкăсем чи малтан илме;
- çулсерен паракан черетлĕ отпуска меллĕ вăхăтра илме.
Юна сыватакан нимĕнле эмелпе те улăштарма çук. Ку енĕпе çын кăна пулăшу пама пултарать. Ырă тума васкăр.
Донорсен кунĕ кăçалхи январĕн 27-мĕшĕнче районти поликлиникăра иртет.