21 января 2009 г.
«Раççей гражданĕсене - хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проекчĕ пирĕн районта тĕллевлĕ пурнăçланса пырать. Хальхи вăхăтра поселокра 24 хваттерлĕ çурт-йĕр хăпартассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи тăрăшса вăй хурать. Çавна май çамрăк çемьесем, граждансем чылайăшĕ хваттерлĕ пулĕç.
Акă 2008 çулта «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» хушма программипе килĕшÿллĕн федераллă бюджетран - 8 миллион та 262 пин, республика бюджетĕнчен 2 миллион та 181 пин, вырăнти бюджетран 536 пин тенкĕ уйăрнă. Çамрăк 29 çемье пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма, туянма свидетельствăсем илнĕ, пурте пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Вăрмар поселокĕнчен - 14, Чулкасран - 2, Кавалтан -2, Арапуçĕнчен - 2, Тикашран - 2, Мăнçырмаран - 2, Аслă Чакран -1, Шăхальтен - 1, Пинертен 1 çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.
«2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансене РФ бюджетĕнчен 1 миллион та 650 пин тенкĕ уйăрнă. Шăхальти - 1, Мăнçырмари - 1, Арапуçĕнчи - 4, Энтриялĕнчи - 1, Кĕтеснерти ял тăрăхĕсенче 2 çемьесем çурт-йĕр хăпартма социаллă пулăшу илнĕ. Унсăр пуçне çак программăпах ялта пурăнакан граждансене, 4 çемьене (Кивĕ Вăрмарти - 2, Шăхальти - 1, Кавалти ял тăрăхĕнчен 1 çемьене) çурт-йĕр çавăрма РФ бюджетĕнчен - 952 пин те 89 тенкĕ, вырăнти бюджетран 35 пин тенкĕ уйăрнă. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн яллă вырăнсенче пурăнакан тата ĕçлекен çемьесене, çамрăк специалистсене хăтлă çурт-йĕрлĕ пулма РФ бюджетĕнчен 1 миллион та 821 пин те 83 тенкĕ каялла тавăрса памалла мар социаллă пулăшу кÿнĕ. Вырăнти бюджетран 2 миллион та 429 пин тенкĕ уйăрнă. Çапла вара çамрăк 9 çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатрĕ. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатасси» 51 номерлĕ Указĕпе 2008 çулта Чăваш Республикин бюджетĕнчен пирĕн района 1 миллион та 417 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕне 7 çемьене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма уйăрса панă. Чăваш Республикин «Пурăнмалли çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси» саккунăн 11 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 859 пин тенкĕ уйăрнă. Çак саккуна тĕпе хурса Энĕшпуçĕнчи - 1, Чупайĕнчи - 1, Аслă Чакри ял тăрăхĕсенче пурăнакан тăлăха юлнă 1 ачана çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Ултă процентлă ипотека кредитне 2 çемье (1 миллион та 508 пин тенкĕ) илнĕ.