21 января 2009 г.
Юлашки вăхăтра предприятисемпе организацисенче вăй хуракансен штатне пĕчĕклетнипе çыхăннă ыйтусем нумай. РФ Ĕçлев Кодексĕн 180 статйин 1 пайĕ тăрăх йыша чакарасси е ĕçлекенсен штатне пĕчĕклетесси çинчен кăларса яриччен икĕ уйăх маларах кашни çынна уйрăммăн пĕлтермелле. Малтан асăрхаттарса хунă вăхăта çын хăй килĕшнĕ пирки çырса пĕлтерсен кăна штата кĕскетме юрать.
Çак статьян 3 пайĕ тăрăх ĕç паракан хăй патĕнче вăй хураканпа йышăннă ĕç килĕшĕвне ăна çирĕплетнĕ йĕркепе пĕлтермесĕрех пăрахăçлама пултарать. Ун пек чухне ĕçченĕн çырса пĕлтернĕ килĕшĕвĕ кирлĕ. Кăларса ярасси пирки асăрхаттарнă тапхăрччен юлнă вăхăта тĕпе хурса ăна вăтам шалу виçипе хушма компенсаци тÿлемелле.
РФ Ĕçлев кодексĕн 178 статйи тăрăх, кăларса ямалли çынна уйăхри вăтам шалу виçипе пособи памалла. Предприяти ертÿçи çÿлте асăннă кодексăн 261 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн йывăр çын хĕрарăмсемпе тунă ĕç килĕшĕвне организацие хупнă е уйрăм предприниматель ĕçне чарса лартнă тĕслĕхсемсĕр пуçне пăрахăçлама юрамасть.
Кодексăн 81 статйин 1 пайĕн 2 пункчĕ йыша чакарнипе е штата кĕскетнипе 3 çула çитмен ача амăшĕсене, 14 çула çитмен ачана пĕччен ÿстерекен амăшĕсене, 18 çула çитмен инвалид ача амăшĕсене тата ытти çынна кăларса яма чарать.