АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв кăмăла çĕклерĕ

21 января 2009 г.

 Çĕнĕ çул! Мĕн тери хаваслă та савăнăçлă уяв. Çултан-çул эпир уявран çĕнĕрен çĕнни кĕтетпĕр, ăна хаваслă та савăнăçлăрах паллă тума хатĕрленетпĕр.  

«Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн - çавăн пекех пурăнса ирттеретĕн», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене эпир яланах асра тытатпăр. 2009 çула Эçпепе клубĕнче хаваслă кĕтсе илтĕмĕр. Праçнике малтанах ачасем пуçларĕç, «Асамлă çăлтăр» сценари тăрăх юмах лартса пачĕç. Уяв каçне малалла çитĕннисем тăсрĕç. Сцена çинче малтан Ашапатман карчăк хуçаланчĕ. Часах Хĕл Мучипе (Ю.Федоров) Юр Пике (К.Федорова) килсе çитрĕç. Тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем, юрă-ташă хуçаланчĕ праçникре. Ирхинечченех тăсăлчĕ вăл. Çĕнтерÿçĕсене кăнахвитпе хавхалантарма ялта «Пятачок» магазин тытакан В.Денисов предприниматель пулăшрĕ. Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа Ирина Федоровапа пĕрле кашни вăрçă участникĕ, инвалид, тăлăх салтак арăмĕ патне çитрĕмĕр, пылак кучченеç патăмăр. Вĕсем питех те кăмăллă пулчĕç. 86 çулхи Михаил Васильевич Васильев вăрçă ветеранĕн пит-куçĕнче савăнăç куççÿлĕ те палăрчĕ.

Январĕн 2-мĕшĕнче вара Шупашкарта пурăнакан ентеш Т.Иванова ял халăхне савăнтарма «Нарспи» юрăпа ташă ансамблĕ илсе килчĕ. Тÿлевсĕр кăтартнă концертшăн Эçпепесем питех те кăмăллă пулчĕç, Тамара Васильевнана тав турĕç.

Кивĕ çула ăсатса ярса Çĕнĕ çула çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илтĕмĕр. Çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă каçа та ял-йыш клуба йышлăн пухăнчĕ.

Ял халăхĕн культурăллă канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелесси пирĕнтен, культура ĕçченĕсенчен нумай килет. Паллах, пĕр пĕччен тăрăшнипе малалла каяймăн. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ халăхра: «Пĕччен суратăн - типсех пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать», - тесе. Мана та ĕçре Надежда Александрова, Ирина Федорова, Тамара Иванова, Анжела Беспалова, Валентина Степанова, Елена Николаева, Наташа Егорова концертсем лартнă чухне тата ытти мероприятисенче пулăшса пыраççĕ. Шкулта вĕренекенсем те айккинче пăрăнса юлмаççĕ. Культура ĕçченĕсен умĕнче пысăк задачăсем тăраççĕ: отчет-смотра хатĕрленмелле. Кăçал районта Республика кунне палăртнă май, хатĕрленсе нумай ĕçсем туса ирттермелле, ăна тивĕçлĕ шайра ирттерме мĕн пур вăй-хала памалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика