21 января 2009 г.
Кашни çыннăнах юратнă учитель пур. Вăл ăна мĕн ĕмĕр тăршшĕпех ăшă кăмăлпа аса илсе пурăнать. Теприсем ачаран кăмăлланă вĕрентекенĕн ырă тĕслĕхне ăша хывса пыраççĕ те хăйсем те çав çулах суйласа илеççĕ - çамрăк ăрăва ăс-тăн парса çĕршыва юрăхлă çын туса ÿстерес ĕçе чун-чĕрисемпех парăнаççĕ. Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ачисене вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентекен Галина Семеновна Ускова та çак çула суйласа илсе пĕрре те йăнăшман.
Галина Семеновна Ускова урокĕсем тĕлĕнмелле интереслĕ иртеççĕ. Ача мар, мăн çын та манса каять хăй кам пулнине, ушкăнпа пĕрле ĕçлеме пикенет. Ăста педагогăн пĕрешкел иртнĕ икĕ урок нихăçан та пулман. Кашни тепринчен интереслĕрех. Г.Ускова урокĕсене итлеме сахал мар çÿренĕ эпĕ. Вĕсенче мĕн лайăххине тупса хам та усă курма тăрăшнă. Тĕлĕнеттĕм тепĕр чух: ансат япалана мĕнле асăрхаман-ха эпĕ, мĕншĕн тавçăрайман, мĕншĕн ăна Галина Семеновна малтан ĕçе кĕртнĕ; Çак ыйтăвăн тупсăмне аван пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вăл пĕр принципа пăхăнса ĕçлет: "Вĕрентекен вĕренме пăрахсан, вĕрентекен пулма та пăрахать". Çапла, Галина Семеновна нумай вулать, пĕлнипе урокĕсенче усă курать. Каларăмăр ĕнтĕ, унăн урокĕсем тухăçлă, вĕренни асра юлмалла иртеççĕ. Ку акă мĕнпе çыхăннă: Г.Ускова урока тĕплĕн хатĕрленет, урокра тĕрлĕ меслетпе усă курать: урок-вăйă, урок-диспут, урок-лекци... Мĕн кăна çук унăн арсеналĕнче. Çакăнпа вăл вырăс чĕлхи тата литература урокĕсенче усă курать. Ачасенчен пĕр утăм маларах пулас тесен темĕн те пĕлмелле унăн. Телевизорпа, Интернетпа ачасем кирлине те, кирлĕ маррине те усă кураççĕ, пĕлеççĕ. Вĕрентекенĕн вара çавăн хыççăн ачасен ăс-тăнĕнче çуралакан кăткăс ыйтусене хуравлама тивет. Хăй те Интернетпа тачă çыхăну тытать, электронлă кĕнекесемпе усă курать. Çавăнпа ăна ачасем ашшĕ-амăшĕпе тан юратаççĕ те ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ тенĕрен, вĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлет педагог. Кашни ачан хăйне евĕрлĕхне туйса тăрать, амăшне е ашшĕне ачапа епле пулмаллине, çемьери хутшăнусене йĕркелемелли сĕнÿ-канаш парать. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ урлă та, уйрăмшарăн та пысăк ĕç пурнăçлать вăл.
Галина Семеновна пултаруллă, питĕ пуçаруллă çын. Хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатса, тавра курăмне анлăлатса пырса ачасене вĕрентессинче паянхи вăхăт ыйтакан çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пырассине вăл кулленхи тĕллевĕ тесе йышăнать. Вĕрентÿ сферинче мĕн те пулин çĕнни, усăлли çинчен пĕлсенех çав меслете ытти вĕрентекенсем хушшинче пĕрле сÿтсе явса ыттисене те иксĕлми вăйпа "чĕртсе" ярать.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Катя Павлова районта иртекен олимпиадăра вырăс чĕлхипе, литературипе иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăн йышăнса çĕнтерÿçĕсен шутне пуянлатрĕ. Унăн вĕренекенĕсем республика шайĕнче иртекен мероприятисене хутшăнаççĕ.
Çак кунсенче Галина Семеновна ĕçтешĕсенчен те, малтан вĕреннисенчен те, халь вĕренекеннисенчен те йышлă саламсем йышăнать. Вăл сумлă юбилейне паллă тăвать. Çур ĕмĕрте тунисене пĕтĕмлетсе эпир çакна каласшăн: "Галина Семеновна чăн-чăн педагог пулма çуралнă".
Эсир пирĕншĕн пирĕшти,
Пуриншĕн те чун ăшши.
Вăй-хал сире патăр Турри,
Çитсе пытăр ĕмĕтленни.