АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштав стадионра иртрĕ

17 января 2009 г.

Раштав уявне районти кашни ялта хăйне евĕр ирттереççĕ пулĕ. Кивĕ Вăрмар çамрăкĕсен вара вăл мини-футбол турнирĕпе çыхăннă. Миçемĕш çул хушши ĕнтĕ ялти урам командисем спортăн çак енĕпе пĕр-пĕринпе тупăшма тухаççĕ. Вăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕн призне çĕнсе илессишĕн иртет. Кăçал «Эпир - сывă пурнăç йĕркишĕн» девиз малти вырăнта пулчĕ. Ăмăртăва Виçпÿрт, Уйкас, Туçи, Мерекасси, «Шанхай» урамĕсенче пурăнакансем тата аслă ăрури спортсменсем хутшăнчĕç.

Ытларах эпир пысăк стадионра пысăк футбол курма хăнăхнă - çуллахи çанталăкра куракан та чылай пек, анчах Киввăрмарта хĕлле те куракан та, вылякан та сахал мар. Раштав сиввисем пурне те - выляма та, «чирлеме» те хавхалантарчĕç темелле. Мĕн чухлĕ вăй-хăват, тупăшу туйăмĕсем çиçмерĕç вĕсен сăнĕсенче - кашни хăйĕн урам командине мала кăларасшăн-çке. Анчах та кашни ăмăртурах пултарулли е командăра пĕр-пĕрне ăнланса выляканни çĕнтерет. Ку хутĕнче Виçпÿртсен команди мала тухрĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илчĕ. Аслă çулсенчи вăйăçăсем те хăйсем ватăлманнине кăтартрĕç - иккĕмĕш вырăна тухрĕç, Туçи урам команди вара - виççĕмĕш вырăнта. Призерсем укçан паракан премисене тивĕçрĕç. Çакăн пек спорт уявĕ нумай çул хушши ялти Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи В.Григорьев йĕркеленипе пулса пырать, тепĕр çул та, малашне те унăн тăрăшулăхĕ ан иксĕлтĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика