АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кавказ сăрчĕсем, «Орленок» лагерь...

17 января 2009 г.

Мана Анжелика тесе чĕнеççĕ, тусăмсем. Эпĕ Кĕлкешри Н.А.Афанасьев ячĕллĕ шкулта 7-мĕш класра вĕренекенскер, кăçал республикăра ирттернĕ «Шевле-2008» ÿкерчĕксен конкурс - олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнса Раççейри «Орленок» ача-пăча лагерĕнче канмалли путевка çĕнсе илтĕм. Хамăн руководительпе, шкулти сăнарлă ÿнер учителĕпе С.Романовапа иксĕмĕр те çав тери хĕпĕртерĕмĕр.

«Орленокран» çав тери савăнса, лайăх канса, нумай-нумай курса, тавракурăма ÿстерсе, лайăх юлташсем тупса тулли кăмăлпа киле таврăнтăм.

«Орленок» - ача-пăча центрĕ. 1960 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче уçăлнă. Кавказ сăрчĕсем патĕнче, Туапсе районĕнче, Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă.

Халĕ унта темиçе лагерь. Вĕсем: «Солнечный», «Звездный», «Комсомольский», «Дорожный», «Олимпийский». Хĕлле вĕсенчен тăваттăшĕ кăна ĕçлеççĕ. Вĕсем: «Стремительный», «Солнечный», «Штормовой» тата «Звездный». «Солнечный» ятли вара «Орленокăн» чи малтан уçăлнă лагерĕ. Кунта культурăпа спорт керменĕсем, стадион, авиаципе космонавтика музейĕ, астрономи обсерваторийĕ, юрă-ташă центрĕ, видеостуди пур. Çакăнтах «Орленок-TV» телестуди тата «Орленок-FM» радиостанци пурри çав тери интереслĕ пулчĕ маншăн.

Хĕлле канакан ачасем кунта уроксене те вĕренме çÿреççĕ. Эпир эрнере пилĕк кун (тунтикунтан пуçласа эрнекунччен) вĕрентĕмĕр. Кашни кунах пирĕн пилĕкшер урок пулчĕ.

Эпĕ «Орленокăн» «Стремительный» лагерĕнче кантăм. Пĕрремĕш кунне пирĕн сменăна уçрĕç. Ун хыççăн паллашу каçĕ, концерт пулчĕ. Лагерьте кашни кунах концертсем кăтартрĕç пире, хамăр та пултарулăха аталантартăмăр. Кашни тунтикун «Мойдодыр» конкурс, ирхине сакăр сехетре кашни кун зарядка тăваттăмăр. Зарядка хыççăн УПФ (утреннее поднятие флага) пулнă. Каçхине эпир вара культурăпа спорт керменне çÿренĕ. Унта ÿт-пĕве, сывлăха çирĕплетнĕ, концертсене хатĕрленнĕ.

Хăш чухне вара пире пĕлĕве ÿстерме тĕрлĕ вăйă станцийĕсене янă. «Осторожно, дороги», «Дети подземелья» е тата урăх станцисене çÿреме пултартăмăр. Вăл е урăх ситуацисенче хама мĕнле тытмаллине е ыттисене мĕнле пулăшу памаллине вĕрентĕмĕр. Çакă пурнăçра пире питĕ кирлĕ пулĕ. Ытларикун тата кĕçнерникун тĕрлĕ кружоксене çÿренĕ. Эпĕ вара «Тайны космоса» кружока питĕ кăмăлларăм. Унта эпир космоса, çăлтăрсене тĕпчерĕмĕр, вĕсен вăрттăнлăхĕсене пĕлес тесе тапалантăмăр. Смена вĕçĕнче ялава антартăмăр. Тепĕр кунне пурте харпăр-хăйĕн тăван килнелле салантăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика