14 января 2009 г.
Карçинкка сутакансем те пур, анчах вĕсен хушшинче Павел Порфирьевич Порфирьева (тен, ăнсăртран район центрне килсе тухсан кăна ĕнтĕ) курма çук. 81 çулхи пенсионер инçерех - Пĕчĕк Енккассинче пурăннипе çеç çыхăнман çак, карçинкка çыхасси уншăн укçа-тенкĕ туса илмелли ал ĕçĕ мар - чун ыйтăвĕ. Нихăçан та ĕçсĕр ларма хăнăхман Павел Порфирьевич. Хăй вăхăтĕнче тивĕçлĕ канăва тухсан ытларах кил-хуçалăхĕнче кăштăртатнăскер, виçĕ пинмĕш ĕмĕре кĕрсен ку çеç çителĕксĕр тенĕ пулмалла - карçинкка çыхса пăхма шутланă. Çине тăрсан шутланине пурнăçа кĕртме çур утăм кăна вĕт. Ку хутĕнче те çаплах пулса тухнă. Хăй аллипе ятарлă станок хатĕрленĕ. Малтанлăха выльăх патĕнче усă курмалли хăва хуллисенчен çыхнă карçинккасем ăсталанă Павел Порфирьевич. Ашшĕн алли епле çăмăллăн ĕçленине курса Шупашкарта пурăнакан хĕрĕпе ывăлĕ «Хăва хуллинчен япаласем ăсталасси» кĕнеке илсе килсе панă. Çакăн хыççăн мăшăрĕн, Руфина Алексеевнан, кĕрхи вăхăтра канăç та çук. Павел Порфирьевич куçĕ начар курнипе килтен пит тухса çÿреймест, çавăнпа та хăва хулли касма ял, юнашар иртекен шоссе хĕррипе унăн çÿреме лекет-çке. Мĕншĕн çу вăхăтĕнче касмаççĕ тесе ыйтма пултаратăр. Павел Порфирьевич çакна çапла ăнлантарать: хăва хулли август уйăхĕн вĕçĕнче кăна авмаллăх çирĕпленсе çитет, октябрь уйăхĕнче кассан вара тата лайăхрах. Халĕ ăстаçă выльăха апат памалли, утă-курăк йăтмалли карçинккасем кăна мар - улма-çырла, кăмпа татнă чухне усă курмаллисене те хатĕрлет. Тĕрĕссипе тем те хума пулать вĕсене. Лавккана кай та - нимĕнле сумкка е хутаç кирлĕ мар: çăкăрĕ те тĕпренмест, чăх çăмарти те ванмасть. Пăхма тата киленме те ытарма çук. Хăйĕн ÿнер ĕçĕсен ытларах пайне (урăхла вĕсене калама çук) Павел Порфирьевич тăванĕсене, пĕлĕшĕсене парать. Акă пирĕн хаçата 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулта çырăнса илнисем хушшинче ирттерекен лотерейăна та вăл хăй çыхнă икĕ япала тăратрĕ.