АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье ăшши тăвансенче

14 января 2009 г.

 Çĕнĕ Кавал ялĕнче çуралнăскер Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ те 1969 çулта Шупашкарти столовăйсен трестне ĕçлеме вырнаçнă. Хăйĕн ĕçри пĕрремĕш утăмне вăл 23-мĕш номерлĕ столовой - шкулта поварăн вĕренекенĕнчен пуçланă. Ун хыççăн миçе çамрăка техемлĕ апат-çимĕç пĕçерме вĕрентмен пулĕ Алевтина Евгеньевна. 40 çула яхăн пĕр ĕçре- калама çеç вăл.

... 1973 çулта Алевтина Евгеньевнапа Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ, ун чухне Хусанта холодильниксем юсакан мастер дипломне илме хатĕрленекен Михаил Алексеевич Алексеевпа çемье çавăраççĕ. Ывăл, хĕр ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ, Михаил Алексеевич, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Икĕ мăнук - Таньăпа Альбина Алевтина Евгеньевна чунне ăшăтаççĕ.

Ĕçре лайăх енчен палăрнипе сахал мар наградăна тивĕçнĕ А.Алексеева, анчах чи пысăк парне - ачасен, кĕрÿшĕпе кинĕн, мăнукĕсен, тăванĕсен ăшши.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика