14 января 2009 г.
Мĕн кăна çĕнни пĕлмерĕм пулĕ кунта!
Эпир вĕреннĕ вăхăтрипе танлаштарсан шкул нумай улшăннă, çĕнелнĕ. Ачасем валли кунта пур условисем те пур: çутă та хăтлă кабинетсем, компьютер класĕ, пысăк опытлă вĕрентекенсем ачасене çирĕп пĕлÿ параççĕ.
Учительсем, чăннипех те, пурте тенĕ пекех 1-мĕш тата аслă категориллĕ специалистсем. Вĕсем кунтан-кун ырми-канми ачасене тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ. Хăйсем мĕн пĕлнипе çырлахмаççĕ, кашни урок валли çĕнĕ материал Интернет урлă шыраççĕ. Ку ĕçе пурнăçлама мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ. Учитель, чăннипех те, хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр ачасемшĕн тăрăшни - пысăк хисепе тивĕç. Сăмах май каласан, учительсен ĕçĕ ачасем олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса çитĕнÿсем тума пултарнинче те лайăх палăрать. Кивĕ Вăрмар шкулĕ - малтисенчен пĕри. Учительсем çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшни куç кĕретех. Апла пулсан, шкулăн малашлăхĕ пурах!
Манăн предпрактикăна ăнăçлă ирттерме пулăшнăшăн малтанах шкул директорне А.Никифорова, унăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместительне тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекене - М.Якимована, манăн тĕп предмета - чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пыракана Л.Алексеевана, 9 класс ертÿçине Л.Аршинована питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем темле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çынсем. Вĕсем пулăшнипе эпĕ хама валли нумай интереслĕ те кирлĕ япаласем пĕлтĕм.