14 января 2009 г.
Ачалăхĕ çăмăлах пулман унăн. 1928 çулта Кавал ялĕнче çуралнăскер, çичĕ эрнерех амăшĕсĕр тăрса юлать. Мария Артюкова йывăррăн çуратать çав пулас Петр Ивановича. Ашшĕне, Иван Артюкова, пăхма тата унăн икĕ пиччĕшне - Сергейпе Михаила ура çине тăратма йывăр пулнă. Çакна Çÿлти Турри те курнă пулĕ - часах пĕчĕк Петĕре Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакан Василийпе Васса Гавриловсем усрава илеççĕ. Пуçласса «анне» сăмаха Васса Гавриловнана калать те ĕнтĕ Петĕр. Ачалăхри пурнăçĕ ыттисенчен уйрăлсах тăман - ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ, «Хĕрлĕ Мăрат» колхозра ĕçленĕ.
1950 çулта çамрăка салтака илеççĕ. Строительсен чаçĕнче пулман-ха ĕнтĕ, анчах та ун чухне салтаксемсĕр пĕр пысăк стройка та пулман. Çапла вара Петр Иванович Патшалăх университетне тунă çĕре лекет.
- Эпир пынă çĕре ăна çурри таран çĕкленĕччĕ, - каласа парать хăй ирĕкĕсĕрех строитель пулса тăнăскер. - Служба вĕçĕ тĕлне вара ăна туса пĕтерчĕç (П.Артюков салтак киле 1953 çулта таврăннă). - Аялтан пуçласа çÿлти хут таран миçе çĕр хут хутламан-ши? Шпиль çине кăна хăпарса курман....
Çартан таврăнсан малтан тăван колхозра, Кавалти крахмал заводĕнче ĕçленĕ. 1960 çултан вара хăйĕн ĕçĕ-хĕлне (пурнăçне тесен те юрать) «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществипе çыхăнтарать.
Мускав стройкинче ĕçлени юлашкинчен строительство организацинех илсе çитерет ăна. Сăмах май, кунта платник пулса ĕçлеме кĕнĕ вăхăтра «Межколхозстрой» пĕрлешÿ ятлă пулнă.
Платникре нумай вăхăт та ĕçлемест Петр Иванович, часах ăна пилорамăна рамщик пулса ĕçлеме куçараççĕ. Çакăнта 35 çул - 69 тултариччен тăрăшать вăл.
- Çак хушăра 17 начальникпе пĕрле ĕçлерĕм, пĕринчен те хам ĕç пирки тиркевлĕ сăмах илтсе курман, - аса илет ветеран. Ыррисем пирки каласшăн мар: «Кама кирлех вăл манăн миçе грамота пурри; Çынна ĕçне кура хаклаççĕ...»
Çемье пирки асăнма та вăхăт. 1947 çултах хăйсен ялĕнчи (Çĕнĕ Вĕренерте ÿснĕскер, тăван ял тесе ытларах ăна калать) Пелагея Павловнапа çемье çавăрнă, 5 ача - виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ.
«Виçĕ хĕр хыççăн ывăл çуралсан ăна илме Арапуç больницине машина тытса кайнине мăнаçланса каласа парать вăл. (Ара, вăл вăхăтра Вăрмара паян кун пĕр-пĕр «Хаммер» пырса кĕнипе пĕр танах пулнă). Мăнуксен ачисем те пур. 10 çул ытла ĕçе çÿремест пулин те, Петр Иванович ĕçсĕр лармасть. Ачи-мăнукĕсене кирлĕ чухне строительство ĕçĕпе те, ытти енĕпе те пулăшсах тăрать. Ĕçе хăнăхнă алла ĕçсĕр лартаймăн çав.