01 января 2009 г.
Çулталăк вĕçленчĕ. Иртнĕ çул пирĕн районшăн лайăх пулчĕ. Район аталанăвĕн чылай ыйтăвĕпе пĕлтерĕшлĕ йышăну тума май килчĕ, вырăнти халăх туслăн, пурте пĕрле кар тăрса ĕçлерĕç. Çакă ял хуçалăх сферинчи тата ытти предприятисемпе организацисенчи ÿсĕмсенче те палăрчĕ, çавăнпа та районти пур ĕçчене те тав сăмахĕ калас килет.
2008 çулхи 12 уйăхри кăтартусене тишкернĕ май районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче ял хуçалăх продукчĕсем туса илесси те малтисен шутĕнче. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 13920 гектар çинчен 37479 тонна çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăçĕ пĕр гектар пуçне шутласан 27,0 центнер тухрĕ. Кун пек кăтарту юлашки 5 çул хушшинче пулманччĕ-ха. «АгроВладина» тулли мар яваплă общество, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вара пĕр гектар пуçне вăтамран 35-40-шер центнер ытла туса илме пултарчĕç. Çĕр улми тухăçĕ те ытти çулхисенчипе танлаштарсан 2008 çулта аван пулнă, вăтамран кашни гектартан 221,45 центнер пуçтарса кĕртрĕмĕр. Пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче 8300 тонна пахча çимĕç туса илнĕ, ку планпа палăртнинчен 105,0 процент пулать. Кĕрхи культурăсене районĕпе 4222 гектар çинче, çав шутран «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă общество - 895 гектар, «Шигали» хуçалăх - 300, «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ - 500, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики 720 гектар акса хăварнă. Акăнмасăр усăсăр выртакан çĕрсене 3992 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. 16 гектар хăмла плантацийĕнчен 288,0 центнер хăмла татса илнĕ, пĕр гектартан вăтамран 18 центнер тухăç пулнă.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ те пурнăçа анлăн кĕрсе пычĕ. Çак вăхăт тĕлне 1775 уйрăм кил хуçалăхĕ 283417 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. 2008 çулхи 12 уйăхра районĕпе 3692 тонна аш-какай туса илнĕ, е ку 2007 çулхипе танлаштарсан 377 тонна ытларах (11,4 процент). Сĕт суса илесси те 5,5 процент ытларах ÿснĕ, 2008 çулта 15775,0 тонна сĕт туса илнĕ, малтанхи çулхипе танлаштарсан 827 тонна ытларах. Иртнĕ 12 уйăхра пĕтĕм финанс çăлкуçĕсенчен строительствăна хывнă укçа 472,48 миллион тенкĕ пулнă, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 103,4 процент. Строительствăпа монтаж ĕçĕсене 398,02 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 103,1 процент.
Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - кашни яла асфальтлă çулсем çитересси. Çул пулсан ялсенче çамрăксем те тĕпленсе пурăнас шанчăк пысăк. Çапла вара çĕнĕрен асфальтлă çулсем сарассипе пĕрлех киввисене те юсаса çĕнетнĕ. Декабрь вĕçĕ тĕлне 5,0 километр автоçула юсанă. 15,525 километр çула хута янă, çакăнта 188,3 миллион ытла укçа-тенкĕ тăкакланă. Çапла вара районти 51 яла пурне те асфальтлă çул çитет. Автомобиль çулĕсем тумалли программăна вĕçлени ялсенче пурăнакансене сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентÿ, культурăпа йăла ыйтăвĕсене тухăçлă тивĕçтерме май парать. Лайăх çул-йĕр инвесторсене те илĕртет.
Хальхи вăхăтра районта физкультурăпа сывлăх комплексĕ тăвас ĕç пырать. Хальлĕхе кунта 80,0 миллион ытла тенкĕлĕх ĕç тунă. Пысăк Енккасси ялĕнче 200 ача вырнаçмалăх шкул çуртне хута янă.
Чукун çул вокзалĕ тăвас ĕç те пырать, ăна хута яма 76 миллион тенкĕ кирлĕ. Вăрмар поселокĕнче краеведени музейĕ, çавăн пекех 27 хваттерлĕ çурта хута ямалла. Кивĕ çуртсенче пурăнакансене те хăтлă çурта куçармалла. Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр çавăрма е туянма свидетельствăсем тата каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ парса пулăшнă. «2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа тата «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ялта ĕçлесе пурăнакансене çурт-йĕр çавăрма каялла тавăрса памалла мар социаллă пулăшу панă. Пĕтĕм финанс çăлкуçĕсенчен хывнă укçа-тенкĕпе 38544 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр çавăрнă. Республика бюджетĕнчен районти пĕрлештернĕ бюджета çулталăклăха пăхнă 319531,2 пин тенкĕрен 321924,4 пин тенкĕ укçа кĕнĕ.
Аталаннă пĕтĕм çĕршывра наци экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать. Вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Халăха ĕçпе тивĕçтересси аван пулса пырать. Ĕçсĕррисен хисепĕ декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2007 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 0,83 процент чакнă. Декабрь вĕçĕ тĕлне районта 261 ача çуралнă, 462 çын вилнĕ, 141 çемье чăмăртаннă, 69-шĕ уйрăлнă. Кăçал пирĕн нихăçанхинчен те ытларах тăрăшмалла, мĕншĕн тесен умра - Республика кунĕ. Ăна кĕтсе илме хатĕрленсе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Илемлĕх енчен çĕнетсе реконструкцилеме, урамсене йĕркене кĕртме тытăннă. Умра вара ĕçлемелли питех те нумай, ăна пурнăçлама укçи-тенки те, çынсен вăйĕ, ăнланăвĕ питĕ нумай кирлĕ. Çавăнпа та çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ăнăçлă ирттерсе ярассишĕн районта пурăнаканăн кашнинех яваплăха туйса ĕçлемелле.