01 января 2009 г.
Çĕнĕ çул - яланах пысăк уяв. «Росгосстрахăн» Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн ĕçченĕсем ăна тивĕçлипе паллă тăваççĕ. Савăнма сăлтавĕ те пур: коллектив малтисен ретĕнче çирĕппĕн пырать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе страхлакан уйрăм пуçлăхĕ И.АЛЕКСЕЕВА паллаштарать.
- Ирина Михайловна, компанире малтисен ретĕнче пыма сирĕн уйрăма çăмăлах мар пулĕ?
- Малтисен ретĕнче пулма чăннипех те йывăр. Лайăх ĕçлеме пултарнине куллен çирĕплетсе тăмалла, ĕнентермелле, татах яваплăха туймалла. Кунта страхлакан агентсен тăрăшулăхне палăртмалла. 2007 çулта яллă вырăнсенчи страхлакан компанисем хушшинче плана ăнăçлă тултарнăшăн пирĕн страхлакан уйрăм «Росгосстрахăн» Чăваш Республикин филиалĕн Дипломне панă. Иртнĕ çул ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн «Росгосстрах» компанийĕсен президенчĕн Д.Хачатуровăн Тав çырăвне Л.Яковлева, И.Алексеева, çавăн пекех «Росгосстрахăн» Чăваш Республикинчи филиалĕн Хисеп грамотине Е.Михайлова, Л.Митрофанова страхлакан агентсем тивĕçнĕ. «Росгосстрах» тытăмĕнче чи лайăххисенчен пĕри пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
- Сирĕн страхлакан уйрăмра мĕнле улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç?
- Рынок пĕр вырăнта тăмасть. Вăл хăвăрт улшăнса, кашнинчех çĕнелсе пырать. Пирĕн ĕçре чи кирли - страхлакансем хăйсен кашни кунхи ырми-канми ĕçĕпе çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра пирĕн страхлакан уйрăм 135 тĕспе тĕрлĕ операцисем тăвать. Кунта çурт-йĕре, пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе, тĕрлĕ инкек-синкек тÿснисене, харпăр хăйне тата çывăх çынсене страхласси кĕрет.
- Тĕпрен илсен, уйрăм çынсене, юридици сăпатĕнче тăракансене пурлăхшăн нумай тÿлетпĕр. Саплаштарăвăн тĕп пайĕ ытти страховщиксем пекех «автогражданкăпа» тата автокаскăпа çыхăннă: хаклă транспортпа час-часах çул çинче инкек сахал мар пулать. 2008 çулта çул-йĕр çинче инкек тÿснĕ 43 машина хуçине пĕтĕмпех страховка укçи тÿленĕ. Иртнĕ çул Хĕрлĕçыр, Çĕнĕ Шулхан, Энĕшпуç, Çĕнĕ Вĕренер ялĕсенче уйрăм çынсен кил-çурчĕсем кĕлленнĕ. Пирĕн патăрта страхланă граждансене çурт-йĕр страхованийĕн килĕшĕвĕ тăрăх 12 тĕслĕхпе укçа патăмăр. Юлашки çулсенче уйрăм кил хуçалăхĕнче пурăнакансем выльăх-чĕрлĕхпе инкек тÿснисем те сахал мар тĕл пулаççĕ. Уйрăмах мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх кĕркунне кÿпĕнсе вилнĕ тĕслĕхсем сахал мар. 61 ĕнешĕн эпир иртнĕ çул страховка укçи тÿлерĕмĕр. Плана кашни çулах вăхăтра тултарса пыратпăр. Иртнĕ çул плана 120 процент пурнăçларăмăр.
- Малашлăх тĕллевĕсем еплерех?
- Тĕллев - страховани ĕçĕнче çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтересси, хамăр клиентсене сыхласа хăварасси, çĕннисене хутшăнтарасси, вĕсене пахалăхлă сервис сĕнесси. Çакă вара çитĕнĕве çирĕплетсе малашлăх çулĕпе çирĕппĕн утма пулăшĕ. Пурне те Çĕнĕ çулта çĕнĕ ÿсĕмсем тума çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп, малашне те пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлемелле пултăр.