АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç законодательстви малти вырăнта

26 декабря 2008 г.

Районти хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен руководителĕсемпе район администрацийĕнче ирттернĕ канашлура ĕç законодательствине районта мĕнле пурнăçласа пынине пăхса тухрĕç.

Канашлăва район прокурорĕ С.Павлов ертсе пычĕ.

Район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов хуçалăхсенче, предприятисемпе организацисенче ĕç законодательствине епле пурнăçласа пынин тĕрĕслÿ итогĕсемпе паллаштарчĕ, ку енĕпе çитменлĕхсем тупса палăртни, вĕсене çывăх вăхăтрах пĕтермелли çинчен каларĕ.

Райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ тата çитес çулхи тĕллевсем çинчен каласа пачĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ В.Нестеров ĕçсĕррисен йышĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, чакса пыни, вĕсене ĕçе вырнаçтарас, вĕренме ярас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен тухса калаçрĕ.

РФ Пенси фончĕн пирĕн районти управленийĕн пай начальникĕ Т.Васильева пенси тÿлес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Канашлăва район пуçлăхĕ В.Кириллов пĕтĕмлетрĕ. Пур çĕрте те ĕç законодательствине çирĕп пурнăçласа пымалли çинчен асăрхаттарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика