АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » З.Душкова: «Ĕмĕте ĕненмелле»

26 декабря 2008 г.

Çак хушамата статья ятне кĕртрĕм те шухăша кайрăм - районта пурăнакансенчен чылайăшĕ ун çинчен илтнĕ-ши? Ыйтăм ирттермесĕрех çирĕплетсе калама пулать - çак пултаруллă çыравçă, çул çÿревçĕ, историк çинчен хальлĕхе, шел пулин те, сахалтарах пĕлетпĕр-ха. Пĕлмелли вара питĕ чылай. Çакна Пысăк Енккасси шкулĕнче иртнĕ «Кĕнекепе пĕрле - çĕнĕ çула» ятлă тĕл пулура тепĕр хут туйса илтĕм.

1953 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Молдавире гагаузсем пурăнакан тăрăхра çуралнă вăл. Пĕчĕклех тăлăха юлнăскере Кивĕ Мăнтăрта пурăнакан тăванĕсем патне илсе килеççĕ, Пысăк Енккассинче вăл шкул вĕренсе пĕтерет, унтан тин чĕре туртнă çĕре - Молдавие таврăнать. Çыравçă юлашки 15 çул хушшинче 50 ытла хайлав çырнă, вĕсене тĕнчери нумай чĕлхесемпе 140 пин ытла тиражпа кăларнă. Вăл Индипе культура çыхăнăвĕсем тытакан общество членĕ. 2008 çулта Францинчи практикăлла философи институчĕн сертификатне илнĕ, çав çултанпах естествăлла наукăсен Европăри академин, наука обществин (вăл Германири Ганновер хулинче вырнаçнă) чăн членĕ шутланать.

Япони, Монголи, Франци, Итали, Инди, Израиль, Египет... Мĕнле çĕр-шывра пулман-ши Зиновья Васильевна? Анчах тăван тăрăха, чăваш чĕлхине манмасть вăл. Çÿлерех асăннă мероприятире кунта пухăннисене ачасем валли çырнă хăйĕн çĕнĕ «Çăлаканăмăр çинчен» кĕнекипе паллаштарчĕ, темиçе экземплярне ачасене те, шкул библиотекине те парнелерĕ. Н.Никонорова библиотекарь те хаклă хăнан - писателĕн кун-çулĕпе паллаштаракан «Тухăç çăлтăрĕ» кăларăмĕн электронлă презентацине хатĕрленĕ. Шкулта вĕренекенсем Зиновья Васильевнан - «Чĕвĕл кайăк çинчен хывнă юмах» кĕнеки тăрăх сценка лартса пачĕç.

З.Душкова калаçнине хаçат страницинче кĕскен кăна çырса пама çук - çакăнпа асăннă шкулти вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов та, килнĕ хăнасем те килĕшеççĕ пулĕ - ăна итлес пулать. Тĕп шухăшĕ вара - «ĕмĕте ĕненмелле, вара вăл пурнăçланатех».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика