26 декабря 2008 г.
Раççей Федерацийĕн Вăрман кодексĕн 81 статйипе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче Раççей вăрман хуçалăхĕн 2007 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн 17 вăрман хуçалăхĕ вырăнне 13 йĕркеленĕ. «Канашри вăрман хуçалăхĕ» патшалăх учрежденийĕ Канаш, Тăвай районĕсене пĕрлештерсе тăрать. Пурĕ кунта 38675 гектар шутланать. Лесничествăра Канаш, Шихран, Тобурданово, Тăвай участокри лесничествăсем йĕркеленĕ. Лесничествăра улшăнусем пулса иртнĕ май, халĕ вăрмана сыхлассипе тата хÿтĕлессипе, вăрман фондне йĕркелессипе, вăрман культурисене пăхса тăрассипе, вăрман хуçалăхĕн ĕçĕсене йĕркелессине йышăнассипе инспекторсем ĕçлеççĕ. Кашни инспектора 2000 гектар вăрман тивет. Вăрмар районĕнче вăрманпа пĕрлешсе кайнă халăх пурăнакан вырăн чылай. Çакă вара вăрмана сыхлассипе чылай йывăрлăхсем кăларса тăратать. 2008 çулхи июнь уйăхĕнче Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсем тата экологи министерствипе Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви республикăн территорийĕнче вăрман законодательствине пăсакансене явап тыттарассипе мероприяти планĕсене йĕркеленĕ. Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем милици сотрудникĕсемпе пĕрле вăрмана сĕмсĕррĕн каснă вырăнсене тухса çÿреççĕ, асăннă преступленисем пирки явап тыттараççĕ. Вăрмар районĕпе илсен кăçалхи 11 уйăхра саккуна пăснă 1 тĕслĕх тупса палăртнă. Чулкасра пурăнакан пĕр гражданин никамран ыйтмасăр 28 сантиметр диаметрлă хыр касса, вăрман хукçалăхне 9339 тенкĕ тăкак кÿнĕ. Ку тĕслĕхпе материала Вăрмар районĕнчи шалти ĕçсен пайне тăратнă.
РФ Уголовнăй кодексĕн 260 статйипе килĕшÿллĕн вăрман хуçалăхне 5000 тенкĕрен ытла тăкак кÿнĕшĕн уголовнăй ĕç пуçараççĕ.
РФ Правительстви 2007 çулхи майăн 8-мĕшĕнче 273 номерлĕ постановленипе килĕшÿллĕн ÿсекен хурăна пĕр кубла метр каснăшăн 64 тенкĕ те 38 пуспа танлашать. Çак йывăçа сиен кÿнĕшĕн вара унăн хакĕ 100 хут ÿсет, вăл 6438 тенкĕ пулать. Çавăн пек чĕрĕ юмана каснăшăн 48045 тенкĕ, ăвăсшăн 1283 тенкĕ тÿлеме тивет. Пĕр метр тăршшĕ ÿсекен чăрăша саккунсăр майпа каснăшăн 1000 тенкĕ штраф тÿлемелле пулать.
Юлашкинчен çакна палăртмалла: йывăç касассипе кирлĕ документсене хатĕрлемесĕр ĕçе ан пуçăнăр. Унсăрăн явап тытма тивет.