АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çак уяв асра юлĕ

17 декабря 2008 г.

Аннесен кунне уявланăранпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, апла пулин те Пысăк Енккасси шкулĕнчи 1-мĕш класра ăна епле ирттерни çинчен каласа парасах килет. Унта ачасен амăшĕсем пурте пуçтарăннă. М.Васильева ертсе пынипе ачасем пĕчĕк сценкăсем лартрĕç, вылярĕç, ташларĕç. Юрăсемпе, сăвăсемпе амăшĕсене савăнтарчĕç. Класс ертÿçин тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Унтан 2 команда хушшинче ăмăрту пулчĕ. Тĕрлĕ ĕçсем турĕç. Сăмахран, ваттисен сăмахĕсем пуçтарчĕç, амăшĕсем сăпка юррисем те юрласа пачĕç. Çак вăйăсенче М.Антонова, В.Григорьева, Н.Алексеева, П.Прокопьева, М.Романова. амăшĕсем те пултарулăх енĕпе палăрчĕç.

Юлашкинчен ачасем «Пулă» ятлă вăйă вылярĕç. Ăмăртмалла пулăсем тытрĕç. «Хуратул кĕрпине рисран уйăрмалла» вăйă ачасене питĕ килĕшрĕ. Чечек çеçкисене те пуçтарчĕç. Амăшĕсен сассине те ачасем уйăрчĕç. Уява ачасем амăшĕсемпе пĕрле вальс ташласа вĕçлерĕç. Вăл пурне те килĕшрĕ. Çакăн пек мероприятисем час-часах ирттермелле, вĕсем ачасемпе амăшĕсене, вĕрентекенсене, вĕренекенсене пĕрлештереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика