АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕштерсе ĕçлеме пуçларĕç

17 декабря 2008 г.

Иртсе пыракан çулти сăпайлă çĕнтерÿсен шутне республикăри писательсен 1991 çултанпа хирĕçкелесе пурăннă икĕ пĕрлешÿ килĕштерсе ĕçлеме тытăннине кĕртмелле.

Республикăри писательсен çĕнĕ икĕ организацийĕ пулса кайнин тĕп сăлтавĕ - вĕсен председателĕсем Юхма Мишши (ЧР писательсен пĕрлĕхне ертсе пырать) тата Иван Вутлан (Республикăри профессиллĕ писательсен союзĕн пуçлăхĕ) каланă тăрăх - кивĕ союза ертсе пыракансен политикипе тата ĕçĕпе килĕшменни. Ушкăнсем хушшинче малтанхи тапхăрта хирĕçлемелли сăлтавсем пулнах пулĕ те, анчах вĕсене ытларах харпăр хăй мăн кăмăллăхне тивĕçтерме шутласа кăларнă. Харкашусене чиновниксем пурне те пĕр пек пăхманни пушшех те вăйлатса янă. «Нихăш пĕрлĕхе те уйăрмасăр, иккĕшĕнпе те пĕр тан правапа ĕçлесен нимĕнле хирĕçÿ те пулмĕ. Пирĕн пайламалли çук. Пурин те пĕр тĕллев - республика культурине аталантарасси», - ăнлантараççĕ çивĕч перо ăстисем. Акă культура министерстви икĕ организацие те уйăрнă хатĕрсемпе, укçа-тенкĕпе пĕрле усă курма сĕнчĕ те, ырă калаçусем пуçланчĕç. Çавна пĕрлехи мероприятисем те лайăх кăтартрĕç. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Мускаври М.Шолохов ячĕллĕ Тĕп библиотекăра «Нарспи» поэмăн çĕр çулне халалласа чăваш литературин уявне ирттерчĕç. Ульяновск облаçĕнче те çаплах уявлама шутлаççĕ. Чи пысăк пĕрлехи проект вара - Чăваш Енри çамрăк çыравçăсен форумĕ.

«Тĕрĕсрех каласан, пирĕн килĕштерсе ĕçлесси кăçалхи апрельтех пуçланчĕ», - пĕлтереççĕ Михаил Николаевичпа Иван Дмитриевич. «Министерство сĕннинчен ик-виçĕ уйăх маларахах кĕнекесен пĕрлехи презентацийĕсене, çыравçă ăсталăхне алла илме ăнтăлакансем валли мастер-классем ирттертĕмĕр. Пĕрлехи вăйпа лайăхрах пулса пырать. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ халăхра: «Пĕр ăс вăйлă, иккĕ тата вăйлăрах», - тесе. Çавăнпа та çамрăк талантсемпе малалла ĕçлес кăмăл пысăк. Вĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма, кĕнекесем кăларма шутлаççĕ. Писательсен икĕ организацине тата та тачăрах пĕтĕçтерме пĕрлехи пичет органне, тахçан çуллен тухса тăнă «Çеçпĕл çеçкисем» евĕр альманаха кăларни, «Поэзи антологине» хатĕрлес тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе ăнланса çума-çумăн ĕçлени питех те пулăшнă пулĕччĕ.

Хальлĕхе икĕ союза пĕрлештересси пирки сăмах пымасть-ха. Çапах та, икĕ председатель палăртнă тăрăх, çакă пулма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика