17 декабря 2008 г.
Шкулта вĕренекенсем районта тĕрлĕ предметсемпе ирттерекен Олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
Технологи предмечĕпе (вĕрентекенĕ А.Горбунов) 9-мĕш класра вĕренекен Г.Павлов пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Право енĕпе 9-мĕш класри А.Кузьмина (руководителĕ Г.Трофимова) иккĕмĕш вырăна тухнă.
Тăван ен культурипе (вĕрентекенĕ Л.Михайлова) 7-мĕш класри К.Хованская иккĕмĕш пулнă.
Пуçламăш классенче вĕренекенсем хушшинче ăс-хакăл пултарулăхĕн вăййисемпе (руководителĕ С.Долгова) 3-мĕш класра вĕренекен Д.Лисицкий виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.