17 декабря 2008 г.
«Шоркистринский» производство кооперативĕ районти промышленность предприятийĕсенчен чи тухăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Çак «завăта» (Энĕшпуçсем калашле) хута янăранпа миçе миллион кирпĕч çапса кăларман-ши кунта - шутлас тесен архивра пĕр сехет çеç ларма тивмĕ. Районта çеç мар, республикăра, унăн тулашĕнче те çак кирпĕчрен миçе çурт, хуралтă, кăмака хатĕрленине нимĕнле математик та шутласа кăлараймĕ. Çавăнпа та паянхи куна таврăнăпăр. Кооперативăн тĕп бухгалтерĕ Т.Изосимова пире çакăн пек цифрăсем илсе пачĕ. Кăçал кунта 2 миллиона яхăн кирпĕч çапса кăларнă. Хĕл вăхăтра ларма васкаманнине пула эпир пынă кун ĕç халĕ те вĕретчĕ-ха. Кирпĕчне çапма чарăнасса чарăннă, хĕрÿ ĕç - «хĕрÿ» цехра пырать. Тăм «тăваткалсене» кăмакара çунтарса чăн-чăн строительство материалĕ туса кăлараççĕ. Ĕлĕкреххипе танлаштараймăн ăна - пысăк пахалăхлă, пÿрнепе шаккасан та ян-ян тăвать. Сăмах май, пĕлтĕр, ас тăвасса, тĕрлĕ организацисемпе предприятисем кунти продукцие нумай турттарнăран уйрăм çынсене кирпĕч илме йывăрччĕ. Кăçал вара пачах урăхла - пĕр черетсĕр кирлĕ чухлĕ кирпĕч илсе кайма пулать. Сезон вăхăтĕнче И.Иванов ертсе пыракан коллективра пĕтĕмпе 70-80 çын вăй хурать, халĕ яланлăх рабочисем çеç ĕçлеççĕ, ытларах юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ.
Ĕлĕкрех кирпĕч завочĕ ятпа пĕлнĕ эпир ку предприятие, халĕ, асăрхарăр пулĕ - производство кооперативĕ. Ятне улăштарни, вăхăт ыйтнипе кăна мар, кунта тĕрлĕ енлĕ производство аталаннипе те çыхăннă. Сăмахран, керамзит блокĕсене кăларассине те йĕркеленĕ. Ку çеç те мар. Анчах пурне те йĕркипе.
Çак кун тĕлне предприятире пĕтĕмпе 19 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, вĕсенчен 16 миллион та 500 пин тенкĕлĕх тавара реализациленĕ. Çав шутра 6 миллион та 347 пин тенкĕлĕх - кирпĕч, 2 миллион та 482 тенкĕлĕх керамзит блокĕсем, 682 пин тенкĕлĕх ытти таварсем.
Ытти укçа-тенкĕ ăçтан кĕнĕ-ха; Арчи çăмăллăнах уçăлать. Иван Геннадьевич кооператив директорĕ пулса тăнă хыççăн тĕп производствăсăр пуçне çĕр ĕçĕпе те ĕçлеме пуçланă. Çĕршер гектар çинче тĕш тырă, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Çапса илнĕ тĕш тырăна кăçал кăна 668 пин тенкĕлĕх сутнă, çĕр улмине - 6 миллион та 344 пин тенкĕлĕх. «Иккĕмĕш çăкăра» упрама кунта 800 тонна вырнаçтармалăх путвал хута янă. Техника базине те çĕнетсех пыраççĕ, 2008 çулта кăна «Беларус-82-1» икĕ трактор туяннă, тĕрлĕ оборудование те илсех пыраççĕ. Ĕçлекенсем çине те ÿпкелешмеççĕ кунта. А.Алексеев тракториста, Е.Козлов, С.Козлов, П.Николаев (вăл кирлĕ чухне сварщик пулса та вăй хурать) тата ытти рабочисенчен нумайăшне ырă ятпа асăна.