17 декабря 2008 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура çапла каланă, «Ача çулĕ тесе пĕлтернĕ 2007 çулта усрав çемьесене воспитани пама вырнаçтарнă ачасен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. Ача çурчĕсемпе интернат шкулсенче воспитани илекен ачасен шучĕ çулсерен чакни пирĕн социаллă политикăн пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕ пулса тăрать. 2010 çул тĕлне çав учрежденисенчи ачасен 85 процентĕнчен кая мар хисепне çемьесене вырнаçтараççĕ». Ачасене усрава илекен çемьесен йышĕ Шăхаль ял территорийĕнче те сахал мар. Пурĕ улттă вĕсем. Галина Васильевнапа Николай Алексеевич Константиновсем хăйсен çемйине илнĕ Русланпа Эльвира 6-мĕш класра вĕренеççĕ. Надежда Геннадьевнапа Вячеслав Васильевич Игнатьевсем пăхакан Катя - 8-мĕш, Стас 5-мĕш класа çÿреççĕ. Валентина Ивановнăпа Владимир Сергеевич Алексеевсем хăйсен йышне илнĕ Маша 6-мĕш класра вĕренет. Нина Михайловнăпа Константин Васильевич Сергеевсен Ваня тата Валентина Филипповнапа Михаил Алексеевич Афанасьевсен Миша ятлă ывăл ачи ача садне çÿреççĕ.
Эльвира Геннадьевна Софронова фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать. Вăл Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ. Мăшăрĕпе - Валерий Ивановичпа вĕсем икĕ хĕр ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Асли - Ирина амăшĕн çулĕпе кайнă, Шупашкарти медицина училищинче виççĕмĕш курсра вĕренет. Кĕçĕнни - Марина çиччĕмĕш класра ăс пухать. Сăпайлă çемье Катяпа (4 класра вĕренет) Василие (2 класа çÿрет) усрава илнĕ. Килĕштерсе, туслă пурăнаççĕ çемье ăшшине тупнă çамрăксем, шкулта лайăх вĕренеççĕ. Пурнăçра çавăн пек çынсем пурри, ачасемшĕн тăрăшни чăннипех те савăнтарать.