АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕлĕкхине пĕлмесен малашлăх пулмĕ

13 декабря 2008 г.

Кивĕ Вăрмарта пурăнакансем хальхи ял масарăн кăнтăр енче (унта халĕ сад пахчи) авалхи масар пулнине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Ватăраххисем вилтăприсем çине лартнă арабла çырнă вуншар чул пулнине те ас тăваççĕ. Чăвашсен паллă историкĕ В.Каховский профессор хăй вăхăтĕнче кунта чулран лартнă 105 палăк çинчен асăннă. Вăхăт шелсĕр çав, халĕ кунта 2 чул палăк кăна упранса юлнă. Ыттисем ăçта-ши тесен, татăклăн калама çук, анчах çакă паллă - 30-мĕш çулсенчех араб çырăвĕллĕ 2 чула вулама Хусана илсе кайма тухнă. Те кустăрми тухса ÿкнĕ, те урăхла пăтăрмах пулнă - лаша урапи çине тиенĕ икĕ чул Кивĕ Шулхан ялĕнчех юлнă.

- Халĕ Шулхансем авалхи масар кунта та пулнă тесе каласшăн, анчах ку чăнлăхпа çыхăнса тăмасть пулмалла, - тет Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков.

Аслă Отечественнăй вăрçăра терт-нуша курса сывă таврăннă ĕнерхи салтаксем каллех хăйсен чи мирлĕ профессине - вĕрентекен ĕçне - кÿленнĕ. Л.Эверсков, П.Степанов, И.Мясников, Ф.Кондаков тата ыттисем те кивĕ масар çинчен 3 чул палăкĕ шкула илсе килсе вĕсенчи араб çырăвне куçарса вулама шутлаççĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула çак шухăш пурнăçа кĕреймест. Икĕ чулĕ ăçта кайса кĕни халĕ те паллă мар - тен, çĕнĕ шкул никĕсне кайнă пулĕ. Пĕри вара упранса юлнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков, тавра ен историйĕпе питĕ кăсăкланаканскер (вăл «Старые Урмары: вехи истории» кĕнеке авторĕ), сыхланса юлнă чула республикăри гуманитари институчĕн сотрудникĕсем килсен ăçта упранса юлнине кăтартнă. Ун çине çырнă текста специалистсем вуласа истори валли упраса хăварасса шанать. Институт ĕçченĕсем Чăваш Енри чул палăксем пирки кĕнеке кăларма хатĕрленни те шанăç парать. Сăмах май, В.Каховский, А.Ильин, И.Юркин тĕпчевçĕсем хăйсен ĕçĕсенче çырса хăварнă тăрăх, çак палăксем 12-15-мĕш ĕмĕрсемпе çыхăннă. И.Юркин Кивĕ Вăрмар ялĕн кивĕ масарĕнче районта чи нумай палăк - саккăр (халĕ, шел те, иккĕ кăна) упранса юлни çинчен çырни те пур. Ун хыççăн Шăхальти кивĕ масар пырать имĕш.

Апла-и, капла-и, анчах палăксене упрасчĕ, вĕсем çине мĕн çырнине вуласчĕ. Пурте пĕлетпĕр - аваллăхсăр малашлăх çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика