АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Крансем пĕлĕтелле кармашаççĕ

13 декабря 2008 г.

 Пирĕн район Республика кунне хатĕрленнĕ май, пысăк калăпăшлă строительство ĕçĕсем пурнăçлассипе пысăк тÿпе хывать. Хальхи вăхăтра поселокра музей, чукун çул вокзалĕ тăвассипе хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Поселок центрĕнче архитектура тĕлĕшĕнчен хăйнеевĕрлĕ хитре те илемлĕ музей хăпартассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи вăй хурать. Хальхи вăхăтра кунта хăватлă техникăпа никĕс хывассипе тăрăшаççĕ. Строительсем блоксем хума тытăнчĕç. Музей çурчĕ пĕр хутлă пулмалла. Проектпа палăртнă тăрăх, кунта пĕтĕмĕшле зал, ĕç пÿлĕмĕсем пулмалла.Çак çулах пурнăçламалли тепĕр строительство объекчĕ - чукун çул вокзалĕ. Кăçал кунта строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурĕ 17 миллион тенкĕлĕх тума палăртнă. Генеральнăй подрядчикĕ - «Суор» тулли мар яваплă общество. Чукун çул вокзалĕ 50 вырăнлăх пулмалла. Ăна хăпартма кунта халĕ строительство материалĕсем турттараççĕ. Акă нумаях пулмасть КАМаз автомашинăсемпе никĕс хывма блоксем илсе килнĕ. Вĕсене кунти строительсем пушатса хучĕç, пысăк калăпăшлă ĕçсем тума тытăнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика