13 декабря 2008 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 37-мĕш ларăвĕ пуçланас умĕн райадминистрацин ларусен залĕнче чаплă лару-тăрура район пуçлăхĕ В.Кириллов амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене 7 ача амăшне пачĕ. Унтан ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Кун йĕркинче 6 ыйту пулчĕ.
Чи малтанах районăн 2009 çулхи бюджечĕпе финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова, районта вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене 2009 çулта капиталлă юсав ĕçĕсем тумалли программăпа строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов паллаштарчĕç. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе 2009-2015 çулсенче аталантармалли программа çинчен экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова, право йĕркисене пăсасран 2009-2012 çулсенче районта туса ирттермелли профилактикăлла ĕçсен тĕллевлĕ программи çинчен районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов каласа пачĕç. Райадминистрацин тĕп специалисчĕ Н.Васильев 2009-2012 çулсенче районта сĕт суса илессине ÿстермелли тĕллевлĕ программи çинчен тухса калаçрĕ тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç. Пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕ В.Кириллов тухса калаçрĕ. Республика кунне пирĕн районта ирттернĕ май, çитес çул укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курмалли çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.