13 декабря 2008 г.
Турикасран Анаткаса илсе кĕреç тÿр урамсем. Кил-çурт, пахчи пуян, таса. Ĕçчен, ыр кăмăллă çынсем. Ял варринчи юхан-шывра йăмра вылять çилпе каш-каш.
Михаил Шолоховăн паллă романĕнчи «Уçă çеремри» хăш-пĕр хирĕçусем Чăваш Енре те пулса иртнĕ. Акă, Сăхăтпа Кĕтне юхан-шыв тăрăхĕнче вырнаçнă Тикаш ялĕнче 1929-1930 çулсенче ялти çынсем хушшинче те юнлă çапăçусем пулса иртнĕ. Пĕррехинче, кĕркунне, 1929-мĕш çулта Униçем Куçма тĕттĕм каçхине черетлĕ пухуран таврăннă. Ăна виç-тăватă çамрăк тĕл пулаççĕ. Хирĕçÿ-çапăçу пуçланать. Каярахпа Анисий Илюхин нумай чирленĕ хыççăн çĕре кĕрет. Арăмĕ - кÿршĕ фельдшер хĕрĕ - Анна, тăватă ача амăшĕ, çамрăкла тăлăха юлать. Пиллĕкĕмĕш хĕрĕ Юля ашшĕнчен хырăмра юлнă, вăл ашшĕ вилсен тăватă уйăхран çуралать. Тăлăх хĕрарăм пилĕк ачана ура çине тăратать. Çав тери кичем, хаяр вăрçă вăхăчĕ... выçлăх, вăрçă çулĕсен тертне кураççĕ асăннă çамрăк ачасем. Паян Хветле, Марье, Наçтаç çук ĕнтĕ. Çирĕм çулхи чиперкке ярăм кĕлеткеллĕ Çиçтĕпе каччине качча тухать. Амăшĕ çуратнă ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнаймарĕ. Вăхăчĕ çавăн пек пулчĕ. Вăрман касмалла, уй-хир ĕçне тумалла. Шăннă пулĕ, чирлесе пурăннă хыççăн çĕре кĕчĕ. Паянхи кун çамрăк эрехпе, сăрапа аташса хăйĕн пурнăçне кĕскетет. Тикашра, Мускав тăрăхĕнче, Вăрмарта, Çиçтĕпере пурăнакан Анисий Илюхин тымарĕсем «Çуралнă ялăм ман Тикаш, Тутар Маматăш кÿршĕре, чĕнеççĕ Сăхăтпа Кĕтне», - тесе аса илсе юрлаççĕ.
Тĕрĕссипе çур ĕмĕр ытла каярах чăваш хĕрарăмĕ арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те ÿркенмесĕр савăнса пурнăçланă.