АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар чун-чĕреллĕ ветеран

13 декабря 2008 г.

Иртнĕ вăрçă ахрăмĕ нумай-нумай кил-çурта, çемьене, усал сăмах, нишлĕх, çуклăх, асаплăх илсе кĕчĕ. Ăна пула пин-пин салтак тăван киле таврăнаймарĕ, хăйĕн юратнă мăшăрне, чĕкеç чĕлхиллĕ пепкисене ыталаса ăшшăн çупăрлаймарĕ, ирĕклĕхшĕн пыракан вăрçăра ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Таçти аякри çĕршĕн те пăшал тытса çапăçнă вăл, вăй-халне, пурнăçне шеллесе тăман, тăшмана тавăрмалăх çилĕ тăкăнса тăнă çав. Халĕ ав кĕмĕлленме ĕлкĕрнĕ çÿçлĕ ветерансем çамрăксене хăйсен паттăрлăхĕсем çинчен час-часах каласа параççĕ. Вĕсен сăнĕсенче иртнĕ саманан шăйрăкĕсем те аванах палăраççĕ.

Вăрçăн малашнехи çулĕсенче кун çутине килнĕ ачасен шăпи еплерех пулнă-ши? Тÿрех калар - ансат мар. Аттесем вăрçа тухса кайсан кил-çуртсем, ялсем йăлтах пушанса юлнă. Хуçалăха тытса пыракан вăйлă алăсемсĕр пурнăç çыхланса ларнă. Хавшак чĕреллĕ хĕрарăмсем вара пуçсене усман, шав малалла, ыранхишĕн, пулассишĕн ĕненсе малалла талпăннă, ачасене ырă-сывă ÿстерес тенĕ. Çак шăпа Пинер ялĕнче пурăннă, унтах тĕпленнĕ Петрпа Ирина Гордеевсене те пырса тивет. Вăрçăччен ерипен саплакаласа пурăннă-ха вĕсем: кил-çуртне те çавăрнă, çемйи те хунама тытăннă. Хаяр вăрçă кунĕн пуçламăшĕнчех Петĕре салтака кайма повестка килет, мăшăрĕ - Ирина тăватă ачапа тăрса юлать. Çав кун нумай-нумай салтак уй-хапхинчен курăнми пуличченех хурлăхлă юрă шăрантарчĕ. Чылайăшĕшĕн çак вăрăм çул юлашки пулчĕ. Пĕрин хыççăн тепри виçĕ кĕтеслĕ хурлăх хыпарĕсем килĕрен шаккаса çÿрерĕç. Вăрçăн иккĕмĕш çулĕнчи ноябрь вĕçĕнче Могилев хулине тăшманран тасатнă чухне Петĕр вилмеллех аманнă.

Çак çулах тата - телее, киле çĕнĕ кайăк вĕçсе килет - Витали ятлă ывăл ача çуралать. Кÿршĕри кинемей: «Çак çамрăкăн вăрăм та сулмаклă утăмлă пурнăç пулать», - тенĕ. Сăмах çилпе вĕçмерĕ иккен. Çÿлти Турă пил панине илтрĕ.

Аппăшĕсемпе пиччĕшĕн ĕçĕсене часах пайлама тытăннă мал ĕмĕтлĕ ĕç урапи çине ÿкнĕ Витюк. Мал ĕмĕтлĕскер выльăх-чĕрлĕхсĕр ÿсмен ĕнтĕ: çавсемпе пупленĕ, юратса ачашланă, чирлесен сыватма тăрăшнă. Çавăнпа та шкул саккинчен ансанах малтан Патăрьелĕнче, унтан Вăрнарта ветеринари фельдшерĕн специальноçне илнине ĕнентерекен диплом илсе таврăнать, тăван «Победа» хуçалăхра ĕçлеме тытăнать. Унăн ĕç кĕнекине тишкерсен шăп та лăп 41 çул хуçалăхра тăрăшни курăнать. Кам кăна пулса ĕçлемен-ши вăл, алăри пÿрнесене шутласан та çитес çук. Парти ĕçĕнче те чылай вăхăт хушши ертÿçĕ пулнă, унтан управляющи, каярахпа диспетчер пуканĕсене йышăннă. Ĕçне кура - хисепĕ. Райсовет депутатне суйланă, 1976 çулта Пинер ял Совечĕн председателĕ пулма çирĕплетнĕ. Пилĕк çул хушши «Чувашия» совхозра профсоюз комитетне ертсе пычĕ. Ултă çул уйрăлса тухнă «Пинер» хуçалăхра (1992-1998 çулсем) ĕç хăрушсăрлăхĕн тата сыхлавĕн инженерĕ пулса ĕçлерĕ. Таçта çитсен те хăйĕн юратнă специальноçĕнчен уйрăлса каймарĕ хастарскер. Ĕçленĕ хушăрах пĕлĕвне татах та ÿстерме пултарчĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех выльăхсене сыватрĕ. Халĕ те юратнă ĕçрен пăрăнмасть. Килсе чĕнекенсене, кÿршĕ-аршăна тухтăр пулăшăвĕ пама яланах хатĕр. Çавăнпа та ăна пурте хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Çичĕ теçетке каçалăкĕнче пырать хисеплĕ ветеран. Ĕçри хастарлăхсене ĕнентерекен Хисеп хучĕсем те сахал мар, значок-медальсем те пур.

Мăшăрĕпе - Ляля Ивановнăпа, икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, çак пултаруллă хĕр 1967 çулта ял хуçалăх институтĕнче зоотехник специальноçне алла илнĕ те, Пинер ялне практикăна килнĕ. Çамрăк Витали вăр-вар алăран вĕçĕртмен, çемье çавăрса кăвакарчăнсем пек шăкăл-шăкăл пурăнма тытăннă. Паянхи кун икĕ ветеран асаттепе асанне пулса тăнă. Пилĕк мăнук вĕсен халĕ, ытарса пĕтермелле мар тĕпренчĕксем. Канăçа пĕлменскерсем халĕ те карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, хур-кăвакал усраççĕ. Çулла нумай утă-улăм, катана кайса çырла-кăмпа, панулми хатĕрлеççĕ.

Канмалли кунсенче е уявра йыш сĕтел хушшине пухăнни епле паха тата! Куç тулли телей Петровсен, ачисемшĕн, кинĕсемшĕн, мăнукĕсемшĕн вара чăн-чăн пурнăç тĕкĕрĕ тата шăнăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика