13 декабря 2008 г.
Юлашки çулсенче районти потребительсен обществи пурлăхпа техника базине вăйлатассипе нумай ĕçленĕ. Акă кăçал та чылай лавккана тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Вĕсен шутĕнче поселок центрĕнче вырнаçнă медицина препарачĕсем сутакан аптекăна та çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Хăтлă юсав хыççăн вăл халĕ ĕçе тытăнчĕ. Кунтан халăх пĕрре те талма пĕлмест. Пуç ыратать, юн пусăмĕ ÿснĕ е ÿслĕк аптратать - пурте кунта эмел илме килеççĕ. «Çанталăкĕ улшăннă май, чирлес хăрушлăх ÿссех пырать. Ку вăхăтра пирĕнтен нумайăшĕ сунаслать е грипп чирĕпе аптрать, юн пусăмĕ ÿсни те канăç памасть. Çак чирсенчен сывалма пирĕн патăрта кирлĕ эмелсем çителĕклех», - тет Нина Николаевна Семенова заведующи. 1000 тĕрлĕ яхăн эмел сутать вăл. Кунне 100-150 çын килет аптекăна. Ытларах аслă ăрурисем чирленине палăртать Н.Семенова. Райпо системинче 1996 çултанпа тăрăшать пултаруллă ĕçчен. Хăйĕн ĕçне чунтан пурнăçлать. Ĕç опычĕ те пысăк унăн. Аслă пĕлÿллĕ специалист ку е вăл кирлĕ эмелсемпе тивĕçтернисĕр пуçне туянакана усăллă канашсем те парать. Тепĕр майлă каласан эмелпе çеç мар, ырă кăмăлĕпе те сыватать.
Райпон кирек хăш отраслĕнче те пахалăха тĕпе хураççĕ. Аталанура ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Эмелсем пирки калас пулсан, кунта пахалăхлă препаратсем кăна сутаççĕ, мĕн пур эмеле малтан Шупашкарти лабораторире ятарласа тĕрĕслеттереççĕ. Кăçалхи çула лайăх кăтартусемпе вĕçлеме палăртать Нина Николаевна. Чăвашпотребсоюз потребкоопераци системисемпе çулсерен ирттерекен конкурссене те активлă хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.