АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшупа усă кураççĕ, анчах тÿлемеççĕ

10 декабря 2008 г.

 

Федераци саккунĕ тăрăх пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçченĕсен тивĕçĕ - ăшă парассине тивĕçтернинчен тытăнса йăлара усă куракан каяшсене илсе тухни тата урамсене çутă парассине йĕркелени таранах. Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕнче пысăк улшăнусем пыраççĕ. Çитес çул Вăрмар районĕнче Республика кунĕ ирттернĕ май вырăнти предприятисемпе организацисем çак ĕçе пуçăннă. «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприяти ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет. Кантур çуртне шал енчен юсав ĕçĕсем тунă. Çитес вăхăтра тул енчен те ăна çĕнетме палăртаççĕ. Йĕри-тавра тирпей-илем кĕртессипе те ĕçлеççĕ.

«Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприяти шыв пăрăхĕсене, канализаци системисене пăхса, тĕрĕслесе тăрать. Çавăн пекех поселокри хваттерсем патĕнчи çÿп-çап пуçтаракан 50 вырăна тасатса тăраççĕ. Кашни кун тенĕ пекех кирлĕ мар ăпăр-тапăра тиесе тухса свалкăна кайса тăкаççĕ кунти ĕçченсем. Б.Куприн, Н.Сергеев водительсем, М.Андреев тракторист хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Л.Александрова, Ю.Таратина, А.Иванова, Т. Тимофеева рабочисем вĕсене пулăшса пыраççĕ.

«Вăл е ку ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ, паллах. Шыв пăрăхĕсем, канализаци системисем çулран-çул кивелсе пыраççĕ, юрăхсăра тухаççĕ.Çак пулăшупа усă куракансенчен чылайăшĕ укçа-тенкĕ вăхăтра тÿлеменнине пула парăм ÿссех пырать. Кăçалхи декабрь уйăхĕ тĕлне вăл 400 пин тенкĕпе танлашнă. Шывпа туллин усă кураççĕ, анчах укçа тÿлемеççĕ», - тет В.Мишина пуçлăх. Калăпăр, хваттерте пропискăра пĕччен шутланса тăрать, анчах та унта 4 е ытларах çын пурăнать. Вĕсем пурте туллин шывпа усă кураççĕ, анчах хваттер хуçи те, ыттисем те пĕри те коммуналлă пулăшушăн тÿлеме шутламаççĕ. Шел те кун пек тĕслĕхсем сахал мар пирĕн. Унсăр пуçне коммуналлă хуçалăхра вăй хуракансем уйрăм килсенче пурăнакансем тавра та çÿп-çапа тасатсах тăраççĕ, анчах вĕсен ĕçне кил хуçисем хаклама пĕлмеççĕ, коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕ тÿлемеççĕ. Çак ĕçе укçасăрах тума пулать теççĕ-ши вара?

Çуллахи шăрăх çанталăксенче поселокра пурăнакансем час-часах шыв çитменнипе тарăхаççĕ. Кĕпе-йĕм çумалла е пахча шăвармалла, шыв чылай кирлĕ. Вĕçĕмсĕррĕн усă курнипе шыв пăрăхĕ кивелет, канализаци ситеми юрăхсăра тухать. Вĕсене юсама укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Анчах та коммуналлă пулăшушăн тÿлеменнисем çак ĕçсене пурнăçлама май памаççĕ. Çапла вара ирĕксĕрех кивĕ япалана саплама тивет. Тепĕр майлă каласан хамăра хамăр ура хурса пыратпăр.

Хальхи вăхăтра «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприяти коммуналлă пулăшушăн тÿлемен граждансем пирки Вăрмар район судне 10 ĕç тăратма палăртнă.

«2008 çул вĕçленсе пынă май, поселокра пурăнакансем, коммуналлă пулăшушăн тÿлеме ан манăр», - терĕ В.Мишина хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика