10 декабря 2008 г.
Коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлемен ыйту пирки Вăрмарти ăшă сечĕн тата районти коммуналлă хуçалăх ертÿçисемпе курса калаçрăм. Ку тĕлĕшпе лару-тăру республикăра та, Раççейре те пĕр майлăрах. Сăмахран, 5 пин тенкĕрен ытларах парăмлисем Вăрмар поселокĕнче çеç çĕр çынна яхăн. Нумайăшĕн вара 20-30 пинрен те иртсе кайнă. 50 пине çитнисем те пур. Парăмçăсен айăпĕпе юсав ĕçĕсене вăхăтра тăваймаççĕ вĕт. Эпĕ пурăнакан çуртрах хĕл каçа ăшă паракан пăрăхсем шăтса аптратаççĕ, юрăхсăра тухнăскерсене хĕл варринче улăштарма е саплама тивет. Укçа вăхăтра тÿлеменнисем пирки суда сахал мар хут ярса параççĕ иккен, анчах пуçлăхсем суд приставĕсем япăх ĕçленине палăртаççĕ.
Камсем-ха вĕсем, хваттершĕн вăхăтра е пачах тÿлеменнисем? Чи малтанах эрех-сăра ăшне путнă кил хуçисем. Вĕсем укçа-тенкĕ алла лексен ĕçме пуçлаççĕ те чарăнаймаççĕ, кĕсйи пушансан кÿршĕсенчен ыйтса йăлăхтараççĕ. Вĕсен пурнăçĕнче эрех-сăра пĕрремĕш вырăнта, хваттершĕн тÿлемеллине аса та илмеççĕ.
Парăмлисен хушшинче урăх тĕрлисем те пур. Килте пĕр-пĕринпе вăрçа-харкашса пурăнакансем, ытларах упăшки е арăмĕ эрех ĕçнипе аптракансем. Кун пек çемьесенче пĕри ĕçлемесĕр пурăнать е тупнă-тупман укçине ĕçсе ярать, тепри пурнăçа йĕркеллĕ тытса пыма вăй çитереймест, парăма кĕрсе каять. Тĕлĕнмелли çук, яваплăха çухатнă хĕрарăмсем те тĕл пулаççĕ. Тата тепĕр тĕрлĕ парăмçăсем те пур иккен: укçа-тенке уйрăм тытакан мăшăрсем. Вĕсем пĕр-пĕрин çине йăвантараççĕ. Укçа ĕçлесе илейменнисем, нумай ачаллисем пур парăмçăсен хушшинче. Вĕсен йышĕ 15-20 процентран ытла мар. Вĕсене хĕрхенес те килет.
Хваттершĕн тÿлессинчен пăрăнакансем, ман шухăшпа, чыса çухатнă çынсем. Пасара е лавккана кайсан пире укçа тÿлемесĕр нимĕн те памаççĕ-çке, кунта та çавах мар-и вара?