АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ спортсмен

10 декабря 2008 г.

 

Кашни çынах хăйне килĕшекен профессие пĕчĕкрен суйласа илет. Кайран тĕрлĕ çитĕнÿсем тума тăрăшать. Кивĕ Вăрмарта пурăнакан С.Сергеев 6-мĕш класра вĕренет. Уроксем хыççăн велоспорт секцине çÿрет, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма тăрăшать. «Велоспортпа хăçан туслашма пуçланă?» - ыйтаççĕ унтан тус-юлташĕсем. Вăл йăл кулса: «6-7 уйăх каялла çеç алла велосипед рульне тытнă, 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне», - тесе пĕлтерет. Велоспорт ăна питĕ килĕшет, яланах вăл çак спорт енĕпе кăтартакан ăмăртусене телевизорпа пăхать. Хăйĕн те çитĕнÿсем тăвас килет. Ĕмĕтленни унăн сая кайман. Ытларах Сергей кроссенче ăмăртать. Акă нумаях пулмасть иртнĕ кросра та Сергей хăйпе пĕр çулхисем хушшинчи ачасенчен пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Унăн пысăк ĕмĕчĕ - паллă спортсмен пуласси. «Хамăн ĕмĕт пурнăçлантăр тесе питĕ тăрăшатăп, хамăн пултарулăха çынсене кăтартатăп», - тет арçын ача. Эпир шансах тăратпăр: унăн ĕмĕчĕ пурнăçланĕ, вăл паллă спортсмен пулса пире савăнтарĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика