АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци иртрĕ

10 декабря 2008 г.

 

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен районти шкулсенче «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци иртрĕ. Мăнçырмари вăтам шкулта та икĕ уйăх хушшинче тĕрлĕрен мероприятисем чылай йĕркелерĕмĕр. Акци вăхăтĕнче ачасем районти, республикăри ăмăртусене хутшăнса пысăк çитĕнÿсем турĕç. Сĕтел çинче теннисла выляса районти шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, республикăри ăмăртăва хутшăнса лайăх результат кăтартрăмăр. Шкул чысне С.Игнатьев (9 кл.), А.Абрамов (11 кл.), Л.Павлова (11 кл.) пултаруллăн хÿтĕлерĕç.

Велосипедпа тата çуран чупас, баскетболла выляс енĕпе ирттернĕ ăмăртусенче те лайăх результатсем кăтартма пултартăмăр.

Ноябрь уйăхĕнче Тикаш тата Мăнçырма шкулĕсен командисемпе волейболла выляс енĕпе юлташла тĕл пулу ирттертĕмĕр.

Районта ирттернĕ физкультура Олимпиадинче те Мăнçырмасен тăрăшулăхĕ палăрчĕ. Е.Михайлов (11 кл.), С.Игнатьев (9 кл.), О.Демидова (10 кл) малти призлă вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.

Ачасене физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарас енĕпе шкулти физкультура учителĕн Ю.Николаев тÿпи уйрăмах пысăк.

Сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе класс руководителĕсем те нумай ĕçлеççĕ. Вĕсем калаçусем, сывлăх урокĕсем, ашшĕ-амăшĕсен пухăвне ирттерчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем «Сывлăх» тĕнчинче çул çÿревре пулчĕç. Ăна Л.Прокопьева йĕркелерĕ.

Шкулта тематикăлла тĕл пулусем çÿллĕ шайра иртрĕç. Фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хуракан Г.Казаковапа Н.Макарова тата район больницин тухтăрĕсем ачасемпе «Чир-чĕртен мĕнле сыхланмалла;» темăпа калаçу ирттерчĕç.

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче шкулта çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комисси членĕсем, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕсем, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти волонтерсен командин членĕсем пулчĕç. Вĕсем «Наркотиксене хирĕç кĕрешер!» темăпа профилактикăлла калаçусем йĕркелерĕç, видеофильм кăтартрĕç.

Шкул дирекцийĕ (директорĕ В.Николаев) шкулти вĕренекенсемпе вĕрентекенсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп пурнăçласа пыма, физкультурăпа спорта аталантарма пĕтĕм условисем туса пама тăрăшать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика