10 декабря 2008 г.
«Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те,
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» -
Ĕлĕкхин ырă сăмахĕсене шăрантараççĕ хăна-вĕрле пуçтарăнсан тăвансем. Кăштах сăмсисене хĕретнĕ инкесем пилĕкĕсене авса хумхантараççĕ, алăсемпе кайăк хур çуначĕ евĕр сывлăша хуллен кăна каса-каса яраççĕ. Мĕнле илемлĕ самант! Кун пек асамлăха пăхса киленме çук. Ăна хамăрăн пĕрле хутшăнса, çак пулăмăн тĕкĕрĕ çинче ÿкерĕнмелле. Вара тин çакăн вăйне-халне, ÿкерчĕкне чун-чĕре туйăмĕпе ăша илĕн.
Шел пулин те хальхи пурнăç «калчисем» çав илеме хаклама пĕлесшĕн мар. Ватăсенчен вĕренмелли пирĕн вышкăйсăр пысăк. Шыв юхать тенĕрен сăмахсене катаран пуçларăм-ха эпĕ. Аслă ăрусем пур ĕçе те тĕплĕ тума тăрăшнă, паянхине ырана хăварман, çыхлăх тени малти вырăнта пулнă.
Поселокра шыв çитсе пыманни пирки пурте пĕлеççĕ. Çак çăл куç çĕр айĕнчи насус хăвачĕпе çÿле çĕкленет. Мунча çывăхĕнчи шыв уçлакан башня хуçисем çакăн çинчен час-часах манса каякан пулнă. Башня тулса çитнине тĕрĕслекен пачах та çук пулмалла. Каçхине çеç мар, кăнтăр кунĕнче те шарлатса юхать кунта шыв. Сукмака, иртен-çÿрене те йĕпетсе илет. Асăннă вырăнта тен хур-кăвакал пĕви уçмалла?! Килес çул юнашарах бассейнлă спорт комплексĕ хута каймалла. Шывĕ нумай кирлĕ пулать-ха кунта. Тен, халех уçса хумалла шыв канавне?