АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унран хаклă çын çук

10 декабря 2008 г.

 

Анне... Мĕнле илемлĕн те асамлăн илтĕнет-çке çак сăмах. Ирхине тăрсан çак сăмаха калама пуçлатпăр та мĕн каçчен миçе хутчен каламастпăр-ши эпир? Çакă çутă тĕнчере «анне» сăмахран тата мĕнле çавăн пек çутă та таса, хаклă та илемлĕ сăмах пур-ши?

Анне, эсĕ ир тăран та ĕç тытан,

Пахчара йăран çумлан,

Ĕнине тухса сăван.

Апатне те пĕçерен,

Кил-карти те хăв шăлан.

Ир-ирех кĕтÿ хăван,

Пăрушне те кăкаран.

Эпир çывăрса тăриччен

Апатне те пĕçерен.

Ĕçсĕр лармастăн эсĕ, анне, ирхине хĕвел шевлипе вăранатăн та пуçтаратăн, тасататăн. Ан ватăл эс нихăçан та, телейпе пурăн ялан.

Манăн анне - Елена Александровна Саврукова ятлă. Вăрмар районĕнчи Шăплат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Аттепе - Савруков Александр Анатольевичпа 16 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Иккĕшĕ ултă ача пăхса çитĕнтереççĕ. Манăн анне бухгалтера вĕренсе тухнă, пушă вăхăтра вăл купăс лайăх калать. Анне нихăçан та килте ахаль лармасть. Эпир шкултан килнĕ çĕре урайсене тасатса, тутлă апат пĕçерсе хурать. Пире шкултан килсессĕн уроксем тутарать. Вăл нихăçан та хытă вăрçса, кăшкăрса калаçмасть. Тирпейлĕ, тăрăшуллă, таса хĕрарăм вăл. Пире те çавна вĕрентсе пырать.

Анне, нихăçан та ан ватăл, сăн-питÿ çинчен нихăçан та йăл кулă ан кайтăр. Эпир сана пĕтĕм чун-чĕререн юрататпăр, ырлăх-сывлăх, юрату, иксĕлми телей сунатпăр. Нумай çула çитиччен пире савăнтарса пурăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика