10 декабря 2008 г.
Анне... Мĕнле ырă та çепĕç сăмах вăл. Вăл яланах санпа сăпайлă, ăш-пиллĕ. Унăн сасси чуна чи çывăххи. Ÿссен те эсĕ хăвăн аннÿ сассине, унăн ăшă куçĕсене, çепĕç аллисене манмастăн. Эпĕ пĕчĕк чухне анне мана пĕр сăмахсăрах ăнланнă. Вăл мана утма, калаçма вĕрентнĕ. Каçсерен вăл каласа панă юмахсене киленсех итлеттĕмччĕ. Унти сăнарсемпе пĕрле савăнаттăмччĕ, хурланмалли самантсем те пурччĕ. Манăн аннен куçĕсем çурхи курăк евĕр сип-симĕс тĕслĕ. Сасси вара шăнкăртатса юхакан шыв евĕр уçă. Манăн чи юратнă çыннăм килте лайăх кил хуçи, вĕрентекен. Аннен ячĕ те илемлĕ. Эллада ятлă вăл. Ĕлĕк-авал Греци çавăн ятлă пулнă. Манăн анне пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен пулса ĕçлет. Эллада Ивановна Николаева тесе чĕнеççĕ ăна. Манăн аннене вĕренекенсем юратаççĕ, хисеплеççĕ. Районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене те активлă хутшăнать вăл. Акă кĕçĕн классенчи вĕрентекенсемпе ирттернĕ «Чĕрене ачасене паратăп» фестивальте лауреат ятне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнать, пире те явăçтарать. Тĕнчипе паллă спортсменкăна, пирĕн ентеше С.Захарована, Энĕшпуçĕнчи пĕр тăван Ивановсене халалланă чупусенче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Манăн юратнă анне - ал ĕç ăсти. Вăл хитре те илемлĕ кофтăсем, тутăрсем, алсишсем тата ытти тĕрлĕ япаласем çыхма юратать. Пире те çак ĕçе хаваспах вĕрентсе пырать. Пирĕн çемье тăмран тĕрлĕ теттесем те ăсталать. Наци тумĕ тăхăннă чăваш каччипе хĕрĕ, тĕрлĕ тĕслĕ шăхличсем, вырăс майри тата ытти теттесем пирĕн пÿлĕмсене илем кÿреççĕ. Çемьепе кĕнекесем те вулама юрататпăр. Анне пире илемлĕ литература пуянлăхне туйма вĕрентет.
Юрататăп эпĕ хамăн аннене. Унран хакли никам та çук çак çутă тĕнчере.