АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ал ĕç ăстисен кружокĕнче

10 декабря 2008 г.

 

«Ĕç çынна илем кÿрет», - тесе ахальтен каламан-çке ватă асаттесемпе асаннесем. Ĕçлекен çын телейлĕ, савăнăçлă, пурнăçĕ те унăн тăлăх пулмасть. Кашни çын хăйне килĕшекен ĕçе мĕн пĕчĕкрен вĕренсе ÿсет. Çак тĕллевпех ĕнтĕ Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекен шкул ачисем ал ĕç ăстисен кружокне çÿреççĕ. Эпир çак кружока ертсе пыракан С.Антоновпа тата шкул ачисемпе тĕл пултăмăр. Ку кружока 12 ача çÿрет. Вĕсен хушшинче 4-мĕш класран пуçласа 9-мĕш класра вĕренекенсем пур. Кашни çĕнĕрен килекен ачан çилпе çаврăнакан пĕчĕк арман тумалла. Çак ĕçе пур ача та питĕ парăнса тунă. Ачасем ытларах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин темипе çыхăннă япаласем ăсталаççĕ. Тĕслĕхрен, «ЯК-3» самолет. Вăл вăрçă вăхăтĕнчи 1-мĕш самолет шутланать. Кăçал тата нумай тĕрлĕ самолетсем тума шутлать Сергей Николаевич ертÿçĕ. Ачасем питĕ тăрăшса пурнăçлаççĕ ĕçĕсене. Кашни кăмăллă. Малтан ачасем йывăçа касса эрешлессипе ĕçленĕ. Хăйсене кирлĕ чертежсене вĕсем Интернетран илеççĕ. Каникул кунĕсенче те ачасене яланах шкул матерскойĕнче курма пулать.

Çак ал-ĕç кружокне çÿрекенсем ÿссе çитĕнсен те тем тĕрлĕ ăста япаласем тăвасса эпĕ çирĕп шанатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика