АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсем асфальтлă çулпа çыхăнчĕç

10 декабря 2008 г.

 

«Питĕ кĕске вăхăтра, тĕрĕсрех икĕ çул хушшинче, пирĕн Раççей пурнăçĕнчи сайра тĕл пулакан проекта ĕçе кĕртме тивет - республикăри халăх пурăнакан пĕтĕм вырăна асфальт çулпа çыхăнтармалла», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çавна май пирĕн район ку енĕпе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн 2007-2008 çулсенче пирĕн районта пурĕ 23 километр та 407 метр çул-йĕр хывнă. Районта халăх пурăнакан 8 яла хытă сийлĕ автоçулпа çыхăнтарнă. Халĕ çак тăрăхри çынсем пĕр чăрмавсăрах район центрне, республикăн тĕп хулине çитсе курма пултараççĕ. Чăваш Республикин бюджетĕнчен пирĕн района пахалăхлă çул-йĕр тума пурĕ 223,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çул вăл - пурнăç артерийĕ. Пирĕн тăрăхра çул-йĕр тăвассипе ĕçлекен организацисем тăрăшса вăй хунипе эпир Канаш, Тăвай, Çĕрпÿ районĕсемпе çыхăнма пултартăмăр. Халĕ Энĕшпуç, Хуруй, Атайкасси ялĕсенче пурăнакансен Тăвай е Канаш районне çитме Вăрмар витĕр тухас пулмасть, вĕсен тÿрремĕнех Вăрмарпа Тăвай районĕсене çыхăнтаракан автоçулпа каймалла. Çапла майпа 20 километр тăршшĕ çул-йĕр кĕскелнĕ. Çакă вара çул çÿревçĕн вăхăтне чылай перекетлет. Урнар, Саруй, Пысăк Енккассинче пурăнакансем те Канаш хулине унчченхипе танлаштарсан чылай хăвăртрах çитеççĕ. Вĕсен çулĕ те 40 километр кĕскелнĕ. Президент программи пулăшăвĕпе пысăк ĕç тунă. Н.Федоров Президент Указĕ пулман пулсан çул тăвассине хамăр вăйпа кăна пурнăçлаймастăмăрччĕ. Çухрăм çул тумах миллионшар укçа-тенкĕ кирлĕ. Эпир вара пĕтĕм яла хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарма пултартăмăр. Пĕтĕмĕшле каласан хальхи вăхăтра асфальт çулпа çыхăнман ял çук. Ку енĕпе «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕ, «Маяк», «Дорстрой» тулли мар яваплă обществăсем пысăк яваплăхпа тăрăшса вăй хунă. «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕ çул-йĕр тăвассипе, юсассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Кăçал вĕсем пурĕ 6,3 километр тăршшĕ паха çул хывнă, 67,4 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Пурнăç уттинчен юлмаççĕ кунта: производствăна комплекслă аталантарса пыраççĕ, автомобиль çулĕсене тунă е юсанă чухне çĕнĕ технологисемпе, материалсемпе, ресурссемпе анлă усă кураççĕ. Çитес çулсенче ялсене çеç мар, ялсен тĕп урамĕсене те асфальт сарма палăртатпăр. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен проектсем хатĕрлемелле. Пĕтĕмĕшле каласан «2006-2010 çулсенче тата 2025 çулчченхи тапхăрта автомобиль çулĕсене çĕнетесси тата аталантарасси» нумай çуллăх программа йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика