АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăлсене вăхăтра сиплĕр

06 декабря 2008 г.

 

Çĕр чăмăрĕ çинчи халăхсен 90 проценчĕ шăл-çăвар чирĕсемпе аптăрать. Вĕсенчен чи анлă сарăлни - кариес чирĕ. Чăвашла ăна шăл хăрни теççĕ. Кариеспа чирленин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Кунта вырăнти тата пĕтĕм организма сиен паракан пулăмсем кĕреççĕ. Кариес чирĕ чухне шăлăн хытă тканĕсем хăвăлланма пуçлаççĕ, эмаль арканать. Малтан шăл эмалĕ çинче шупка пăнчă курăнакан пулать, унăн çийĕ куштăркать. Çыннăн кун пек чухне шăл ыратмасть-ха, вăл врач патне кайма васкамасть. Çакă пĕрремĕш йăнăш пулать. Малалла шăлра хăвăл пысăклансах пырать, ыратма пуçлать. Малтан çăвара пылак хыпсан ыратать, унтан сивĕ сывлăш, шыв лекнипе ыратать. Ыраттаракан япаласене сирсенех, çак туйăм иртсе каять. Çак шăла сиплеме йывăр мар-ха. Шăл тĕпреннине пломба лартса чарма пулать. Çапла майпа шăла вăрах вăхăт хушши упраса хăварма май пур. Çак чирĕн малтанхи паллисене асăрхасанах врач патне каймалла.

Ăçтан пуçланать-ха çак чир? Паллах, кунта организм пĕтĕмĕшле мĕнле пулнине шута илмелле. Ача чухне тÿссе ирттернĕ тĕрлĕрен чирсене пула шăл эмалĕ кирлĕ пек аталанаймасть. Кариес чирĕн аталанăвĕнче апат çини, пурнăçри йăла-йĕрке, ĕç гигиени пысăк вырăн йышăнать. Углевод нумай продуктсем (сахăр, чустаран пĕçернĕ япаласем) çини кариес чирне аталанма пулăшать. Çавăнпа та апат тĕрлĕрен пулмалла, унта витаминсем нумай пулччăр. Чĕрĕ пахча çимĕç, аш-какай, сĕт, çу çимелле.

Кариес пуçланнин тата аталаннин сăлтавĕсен шутне çăвара кирлĕ пек тасатса тăма пĕлменни те кĕрет. Хăш-пĕр шăлсем пĕр-пĕрин çине купаланса шăтса пĕтеççĕ, çакă çыннăн сăн-сăпатне хитре мар кăтартать. Шăлсем хушшинче апат-çимĕç юлашкисем пуçтарăнаççĕ, çакă микробсене аталантармалли лайăх вырăн шутланать. Апат-çимĕç юлашкисем çĕрсе сиенлĕ япаласем кăлараççĕ, çăвартан шăршă килме тытăнать.

Шăлсем тĕпренессине чарма пулать-и? Пулать, анчах та кун валли темиçе услови кирлĕ: пĕлсе апатланни ( мĕнле апат çини тата ун составĕ), сиенлĕ йăласене сирсе яни, пурнăçра тĕрĕс çулпа пыни, çăвара таса тытни, стоматолог патне тăтăшах кайса тăни, шалти органсем ан чирлеччĕр тесе организма яланах çирĕплетсе пыни.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика