06 декабря 2008 г.
Медицинăра чăтăмлă та ĕçчен, сăпайлă çынсем кăна ĕçлеме пултараççĕ пулĕ тесе шутлатăп. Вĕсен ĕçĕ пархатарлă. Пурăннă чух кашни çыннах вĕсемпе тĕл пулма тÿр килет пулĕ. Паянхи сăмахăм манăн районти тĕп больницăри поликлиникăри сиплевĕн кăнтăрлахи уйрăмĕнче ĕçлекенсем çинчен пырĕ. Ку уйрăм 2004 çулхи январь уйăхĕнче уçăлнă. Малтанхи вăхăтра кунта 15 койка-вырăн кăна пулнă. Медицина сестри - И.Петрова тата Т.Никитина санитарка ĕçленĕ. 2007 çулта вара койка-вырăнсене нумайлатнă. Халĕ кунта 30 çын сипленме пултарать. Вĕсене тепĕр медицина сестри хушса панă. Вăл - малтан Арапуç больницинче 20 çул вăй хунă Валентина Евгеньевна Ларионова. Иккĕмĕш çул кăна кунта вăй хурать пулин те сывалакансем ырăпа калаççĕ ун çинчен.
«Кашни ĕçе чунĕпе юратса пурнăçлать Ираида Петровна Петрова медсестра. Чирлисене хисеплеме пĕлет. Çакă вăй-хăват парса пырать пулĕ ăна», - тет кунта сывалакан пациентка - Р.Семенова пенсионерка. Вăл хăй те ĕмĕрĕпех халăхпа ĕçленĕскер çынсене пĕрре курсах хаклама пĕлет. Ираида Петровна çак уйрăм ĕçлеме пуçланăранпах кунта вăй хурать. Унăн та ĕç стажĕ 20 çул ытла. Малтанах вăл Куславкка районĕнчи больницăра ача-пăча уйрăмĕнче ĕçленĕ, унтан пурнăç сукмакĕ ăна Пысăк Енккассинчи больницăна илсе çитерет. Вăл кунта 1993-2001 çулсенче ĕçлет. Ку тăрăхри çынсем те ун пирки ырă сăмахсем кăна калаççĕ. 2001-2004 çулсенче район больницинчи неврологи уйрăмĕнче вăй хурать. 2004 çултан пуçласа мĕн паянхи кунчченех кăнтăрлахи уйрăмра чирлисене сывалма пулăшать. «Ĕçĕпе кăна мар, сăмахĕпе те сыватать вăл чирлисене», - теççĕ ун пирки кунта сывалакансем. Татьяна Ивановна Никитина санитаркăн ĕçĕ-хĕлĕ те пархатарлă. Ку уйрăмра кунне 30-35 çын пулать. Вырăнĕсем тап-таса та тирпейлĕ. Кĕскен каласан, кунта тирпейлĕх хуçаланать. Кашнин хăйĕн шухăш-кăмăлĕ. Ытларах вара кунта ĕçлекенсене ырăпа кăна калаççĕ. Ырă сăмах - эмелпе тан.