06 декабря 2008 г.
Тĕп библиотекăна çÿрекен район çыннисем нумайăшĕ вуласа тухнă кĕнекесене çийĕнчех библиотекăна тавăрса параççĕ. Хăшĕсем вара вуланă кĕнекесене тусанланса кайичченех килте тытса усраççĕ, çавна май вара çак кĕнекесене килĕштерекенсем нумай чух интересленсе вулаймаççĕ. Тепĕр чух аслă е вăтам шкулсенчи вĕренекенсем те вуланă кĕнекесене библиотекăна тавăрса памасăрах хулана кайма васкаççĕ.
Кĕнекене библиотекăна тавăрса паманнисен йышĕ икçĕре яхăн шутланать. Паян эпир вĕсем çинчен хаçатра ятран каламăпăр, çапах та вĕсене çак ĕç çине тимлĕн пăхмалли çинчен калас килет.
Илнĕ, вуланă кĕнекесене каялла тавăрса парас енĕпе кăçалхи декабрьте уйăхлăх иртет. Библиотека тĕлне манса кайнисене аса илтерер-ха, эпир Мир урамĕнче 8 çуртра вырнаçнă.
Хисеплĕ вулакансем!
Эпир, библиотека ĕçченĕсем, сире çитес вăхăтрах тĕп библиотекăна пыма сĕнетпĕр. Библиотека алăкĕ кашни вулаканшăн яланах уçă. Уйăхлăх ăнăçлă иртессе шанса тăратпăр.