06 декабря 2008 г.
Нумай çул хушши ĕнтĕ республика, Раççей пичечĕ Шупашкарта пурăнакан Михаил Васильев «çын-магнит» çинчен çырать. Вăл хăй çумне вуншар килограмм таякан тимĕр япаласене кăна мар, пластикрен тунисене те çыпăçтарма пултарать. Темиçе çул каялла хамăр хаçатра та унăн пултарулăхĕ çинчен çырнăччĕ, анчах чылайăшĕ халĕ вăл Кивĕ Вăрмарта çурални çинчен маннă та пулĕ. Çапла, пирĕн ентеш вăл, кăкăрĕ çумне хăйĕн виçĕ ача ларакан тенкеле (170 килограма яхăн) кăкăрĕ çумне «çыпăçтаракан». Нумаях пулмасть вăл хăйĕн пултарулăхне Çĕпĕр тăрăхĕнче кăтартнă, вĕсене тĕлĕнтернĕ. Ачисем те ашшĕ çулĕпех кайнă. Ан тив, вĕсем хальлĕхе хăйсен çулне 15 килограмран йывăртарах япала çыпăçтараймаççĕ, анчах вĕсен малашлăхĕ малалла.