АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕве питĕ кирлĕ

06 декабря 2008 г.

 

Пысăках мар Чăрăшçырма ялĕ. Анчах пĕчĕк ялăн та нушасем пур-çке. Тăван вырăнсен кашни кăлтăкĕ чуна ыраттарать. Пысăк тĕнчепе эпир пилĕк çухрăмри Чашламана утса, унтан пуйăссем çине ларса çыхăнатпăр. Пире 60-мĕш çулсенче хамăр вăйпа çулăн икĕ енĕпе лартнă хырсем ăсатса яраççĕ, кĕтсе илеççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ пулнă Николай Герасимович Герасимов ертсе пынăччĕ вăл ĕçе. Ял халăхĕ халĕ те ырăпа аса илсе вăрăм ĕмĕр сунать ăна.

Çапла, нумай ĕçе халăхпа кар тăрса нимелле тăваттăмăр. Халĕ ĕнтĕ çамрăксем сахалланчĕç, ял ватăлсах кайрĕ пулас. Ялти пĕвене йĕркене кĕртме вăй çитерейместпĕр. Вăрçă умĕн пĕвеленĕ ăна Чăрăшçырма çыннисем. Çĕрĕн-кунĕн уй-хирте ĕçленĕ, лашасене те хĕрхеннĕ, тăпрана тачкăсемпе, наçилккасемпе куçарнă. Вĕсенчен 81 çын вăрçăран таврăнайман. Çавсен ячĕпе те пулин упрамаллаччĕ пĕвене. Çук, сыхласа хăвараймарăмăр. 2006 çулта, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе канашласа, килĕшÿ туса тасататпăр тесе татса ячĕç ăна. Клубра, çулла, ун пирки пуху та иртнĕччĕ. Вăрмарти тата Шупашкарти пуçлăхсем те хутшăннăччĕ унта. Халăх умĕнче пĕвене тасатма шантарчĕç. Анчах сăмахĕсем пушă пулчĕç пуль, çав çăмăлскерсем çилпе вĕçсе саланчĕç. Ял çыннисем кĕреçепе мĕн чухлĕ тăпра ывăтрĕç пулĕ. Вĕсемпе пĕрле пĕр кун бульдозер ĕçленĕ пулсан çынсем тем пекех хĕпĕртенĕ пулĕччĕç. Питĕ шел, пулмарĕ пирĕншĕн çак савăнăç. Халĕ ĕнтĕ ял халăхĕн ĕмĕчĕ сÿнчĕ, вĕсем пуçлăхсене ĕненмелле марри тĕслĕхне курчĕç.

Çапах та пĕви пире питĕ кирлĕ. Чăрăшçырма çыннисемшĕн вăл «пурнăç çулĕ». Унсăр пире çăл куçне шыв ăсма кайма та, чукун çул станцине çитме те питĕ кансĕр. Çак нушаллă çул пиркиех ĕнтĕ хăшĕ-пĕри тухса каять те, каялла тăван яла таврăнмасть. Хăçан пĕвеллĕ пулăпăр-ши? Сирĕн хаçата Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вулатех пулĕ тетпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика