06 декабря 2008 г.
Вăрмарти Культурăпа кану центрĕнче çак кунсенче «Клуб инновацийĕн Федераллă проектăн лидерĕ» проектпа килĕшÿллĕн чăваш хĕрарăмĕсен эрешĕсен куравĕ иртрĕ. Вĕсемпе Вăрмар поселокĕнче пурăнакан «Парне» фольклор ушкăнĕн юрăçи Р.Иванова культура программисен директорĕпе Т.Пичковапа пĕрле паллаштарчĕç. Тухья, хушпу, шÿлкеме, сурпан, сарă, тевет, масмак... Ылтăн алăллах пуль çав Римма Ивановна, пурне те тенĕ пекех хăй аллипе тунă-çке вăл. Çипрен çыхнă тухьяпа хушпуна хальччен курманччĕ .