06 декабря 2008 г.
Çĕнĕ çула кĕресси нумаях юлмарĕ. Кĕçех, чĕнтĕрлĕ чаршава яри уçса шур сухаллă Хĕл Мучи пире çулталăкăн çĕнĕ кунне шутлама чĕнсе кĕрĕ. Историе çĕнĕрен çырма пуçлатпăр. Малаллах шăвать пурнăç, вырăнта чарăнса тăмасть. Иртнине ăша хумасăр малашлăх çук. Çакна çĕр-шыв ертÿçисем те çирĕп пăхăнса пыни курăнать. Раççей экономикин никĕсĕ çирĕп пуласси ытти пур регионсенчен те килет. Халăхра çапла каларăш пур: «Пĕр çын сурать - типсе пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать». Çапла пĕр çын пек пулса ĕçлесен, малашлăха çирĕп шансан, шухăш-ĕмĕте пурнăçа кĕртсе пырсан кăна çитĕнÿсен утăмĕпе çирĕппĕн утма пултаратпăр. Раççей тата Чăваш Президенчĕсем кашни çула хăйне евĕрлĕ ят-хисеппе хаклаççĕ. «Килес çул пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулмалла», - палăртрĕ Н.Федоров Президент. Питĕ вырăнлă та, вăхăтлă сăмахсем. Юлашки çулсенче çĕр енне çаврăнма тытăнни, унран пурлăх илесси палăрмаллах ÿсни чунсене çĕклентерет паллах. Чылай фермер хуçалăхĕсем пилĕк авма тытăнчĕç каçалăк умĕнче. Шел пулин те, «касман çĕрсем» чылай-ха пирĕн. «Пĕр гектар çĕр те пушă выртмалла мар», - хытарса каларĕ Чăваш Ен ертÿçи. Çĕр ĕçченĕн пархатарлăхне çÿле çĕклени татах та паха пирĕншĕн, шел пулин те ял хуçалăх ĕçченĕн тăрăшăвĕ пĕчĕк шайра-ха. Хамăр туса илнĕ продукцие йÿнĕ хакпа ăсататпăр тепĕр чухне. Промышленноç хакĕсемпе танлаштарма çук ĕнтĕ. Сутăн илсе пуяс текенсен шучĕ те сахал мар. Çак йышăну пур çĕр ĕçченĕсемшĕн те кăтартуллă пуласса шанăç пур. Вĕсен ĕç хакĕ ÿстĕр, тупăш кÿтĕр. Сутма пĕлсен эпир те нишлĕ пулмăпăр. Хамăрăн йăла-йĕркене, асаттесемпе асаннесен аки-сухине яланах çÿлте тытмалла та шырлак хăвармасăр чун-чĕре хавалĕпе çĕнĕ пурнăç тивлетне ăса хывар.