03 декабря 2008 г.
«Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче С.Архипов механизатор пирки ырă ят çÿрет. 30 çул ытла ĕнтĕ вăл МТЗ-82 тракторпа тÿрĕ кăмăлпа вăй хурать. Ăçта кăна ĕçлемест-ши вăл, мĕнле кăна ĕç пурнăçламасть-ши? Пур çĕре те ĕлкĕрет. Халĕ вăл чăх-чĕп ферминчен тислĕк кăларать. Яланах пĕр пек пулса пымасть çав, техника ванасси те пулать. Тинтерех кăна малти урапин подшипникĕ саланнă. Ăна вăхăтра тÿрлетмелле. Трактора çуса тасатрĕ те юсав ĕçне пуçăнчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ - кăлтăка юсаса та пĕтерчĕ. Яланах юсавлă тытма тăрăшать вăл хăйне шанса панă техникăна. Çапла пулмасăр. Вăхăт шăвать. Çуркунне те çитсе тăрĕ. Пултаруллă механизатор уя удобрени, гербицид турттарса тăрать. Хĕрÿ ĕççи пуçлансан вара акнă çĕре вăрлăх турттарать тата ытти ĕçсене пурнăçлать. Кăмăллă вăл хăйĕн ĕçĕпе, кунта вăл телей тупнă. «Ĕç ăнать - чун та канать, апат та анать», - тенĕ мĕн авалтан ватă çынсем. Çакна С.Архипов механизатор тахçантанпах ăша хывнă.
Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн мĕн пур вăй-хала панăшăн фабрика дирекцийĕ ăна темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе наградăланă, хаклă парнесем парса чыс тунă.