03 декабря 2008 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсен вĕçĕнче, 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче камсен пĕлтерĕшĕ пысăкрах - физиксен е лириксен - тавра обществăра тавлашусем пулнине аслă ăрури çынсем ас тăваççĕ-ха. Çак ыйтăва вара Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Г.Петров пенсионер район шайĕнче татса панă теме пулать. Хăй вăхăтĕнче Улатăрти вăрман техникумĕнче техник-строитель профессине алла илнĕскер, Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче мастер-строитель пулса вăй хунă, тĕп больницăн хальхи хирурги уйрăмне хăпартас енĕпе строительство ĕçĕсене йĕркелесе пынă, элеваторта вăй хунă. Чи нумай вăхăт хушши вара Георгий Николаевич хăйĕн ĕçĕ-хĕлне Вăрмарти юсавпа строительство участокĕпе çыхăнтарнă. 27 çул хушши вăй хунă вăл унта, мастер, прораб, каярах, 15 çул хушши, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех начальник пулса вăй хунă. «Чăвашгражданстройăн» тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята та тивĕçнĕ. Георгий Николаевич хальччен те хаçатпа çыхăну тытнă-ха, юлашки çулсенче вара вăл «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн чи активлă обществăлла корреспонденчĕсенчен пĕри. Вăл хускатман темăсем çук та пулĕ, анчах чунĕпе Мăнçырма ялĕн чăн-чăн патриочĕ пулнă май, хайлавĕсенче ытларах ентешĕсен кун-çулне, пурнăçне сăнлать. Вулакансем вара вĕсене хапăлласах йышăнаççĕ.