03 декабря 2008 г.
Халĕ те куç умĕнчех-ха 1989 çулхи август уйăхĕ. «Кĕçех шкула каятăн! Савăнса юл!» - тетчĕç мана пĕрле выляса ÿснĕ тантăшсем. Вĕсем мĕншĕн çапла каланине ниепле те ăнланма пултараймастăмччĕ. Сисĕнмесĕрех сентябрь уйăхĕн пĕрремĕшĕ çитсе тăчĕ. Манпа пĕрле çанталăкĕ те кулянчĕ пулĕ, пĕр чарăнмасăр çумăр çурĕ. Аннепе уйрăлнă чух вара куççульпех макăртăм (пирĕн çемье вăл вăхăтра Тутар Республикинчи пĕчĕк ялта пурăнатчĕ, çавăнпа шкула Тикаш ялне çÿреме тиврĕ). Çак кун маншăн чи телейли пулнине эпĕ кайран кăна ăнланса илтĕм.
Акă шкула çитрĕмĕр. Пире илемлĕ те çутă класа кĕртсе лартрĕç. Пĕрремĕш вĕрентекен пире хăйĕнпе паллаштарчĕ. «Мана Данилова Лидия Николаевна тесе чĕнеççĕ», - терĕ вăл. Унăн ăшă куçĕ манăн чуна лăплантарчĕ. Вĕрентекен калаçăвне пĕр вĕçĕмсĕр итлес килчĕ. Çапла кунран-кун иртсе пычĕ. Эпир вулама, çырма тата шутлама вĕренсе çитрĕмĕр.
Кашни çулах çĕнĕ вĕренÿ çулне чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Ара, вĕрентекеншĕн тунсăхласа çитеттĕмĕр. Пурте Лидия Николаевнăна юрататтăмăр, хисеплеттĕмĕр.
Унтанпа вун сакăр çул иртрĕ пулин те пĕрремĕш вĕрентекенпе халĕ те тĕл пулатпăр. Унăн çепĕç сассипе ăшă кăмăлĕ пире халĕ те хумхантарать, вăй-хал парать.
Нумай ачана Лидия Николаевна пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Пурте вĕсем пĕрремĕш вĕрентекен умĕнче пуç таяççĕ, унпа тивĕçлипе мухтанаççĕ. Эпĕ те, унăн вĕренекенĕ, Лидия Николаевна тивлечĕпе пĕлÿ илме тÿр килнишĕн савăнатăп. Ăна тарăн пĕлÿ панишĕн, çын пулма тĕрĕс çул кăтартнишĕн тав тăватăп.