АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне çыхăну уйрăмĕпе çыхăнтарнă

03 декабря 2008 г.

 

Çыхăну уйрăмĕн ĕçĕ хисеплĕ, пархатарлă. Çынсем, ватти-вĕтти те çĕнĕ хыпарсене вăхăтра пĕлесшĕн хыпаланаççĕ - вĕсене хаçат-журнал почтăра çырăнтараççĕ - суйла кăна - кашни киле вăхăтра çитерме тăрăшаççĕ. Тăвансем, пĕлĕшсем çырнă çырусене те вĕсемех киле пырса парса савăнтараççĕ. Ĕлĕкрех çырусене, посылкăсене, хаçат-журнала Вăрмар поселокĕнчен лашапа турттарса килнĕ. Чашлаттарса çумăр çăвать-и, е çил-тăман çавăрттарать-и - тухса кайнă лашине кÿлсе кунти уйрăмра ĕçлекен мучи. Халĕ вăл енчен аван-ха, машинăпа турттараççĕ.

Çавăнпа килĕштернĕ пулĕ çак ĕçе Шигинсен çемйи те. Вĕсен çемйине Кавалти çыхăну уйрăмĕн начальникĕсен династийĕ теме те юрать пулĕ.

Малтанах Шигинсен çемйинчен Кавалти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Ванифатий Ефремович Шигин пулнă. Вăл вăрçăра фашистсене хирĕç çапăçнă, яппунсене те çĕмĕрме тÿр килнĕ ăна. Вăрçăран киле таврăнсан тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ. Малтан колхозра ĕçленĕ, унтан - Кавалти çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче. Нумай çул тăрăшнă кунта. Унтан начальник пулса М.Табаков ĕçлеме пуçлать, унăн заместителĕ пулса В.Шигинпа ĕçленĕ Александра Константиновна Алжирова ĕçлеме пуçлать. Часах Шигинпа Алжирова çемье çавăраççĕ. М.Табаков пенсие тухсан начальник пулма А.Шигинана лартаççĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать вăл кунта, хăйĕн хĕрне Людмилана та хăй ĕçне тума, юратма вĕрентет. 1979 çулта вăл амăшĕн вырăнне йышăнать.

Людмила Ванифатьевна Кавалти вăтам шкулта вĕреннĕ, вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Улатăрти ял хуçалăх техникумне ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Çавăнпа ăна комсомол райкомне ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл нумаях ĕçлемест - амăшĕ вырăнне çыхăну уйрăмĕн начальникне ĕçлеме куçать. Часах вĕсем Кавал каччипе - Юрий Иванович Ланинпа çемье çавăраççĕ. Юрийпе Людмила икĕ хĕрача çуратса çитĕнтерсе çын тăваççĕ. Пĕр хĕрĕ Наташа медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Мускаври пĕр больницăра фельдшер пулса ĕçлет. Тепри - Таня университетри юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ, халĕ Шупашкарти Юстици министерствинче ĕçлет.

Пĕрле ĕçлекенсем юратаççĕ, хисеплеççĕ хăйсен начальникне. Кунта ĕçпе килекенсем те унпа кăмăллă, вĕсемпе çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ хăйне сăпайлă тытать, калаçать, вĕсем ыйтнине хăвăрт татса пама тăрăшать.

«Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, шанчăклă та ырă кăмăллă çын Людмила Ванифатьевна. Ăна ялта та, çыхăну уйрăмĕнче те çав тери хисеплеççĕ», - тет пĕрле ĕçлекен Г.Нарзаева.

Хастар ĕçленĕшĕн Л.Ланина Хисеп грамотисем те чылай илнĕ.

Нумай пулмасть вăл чаплă юбилей - çут тĕнчене килни 50 çул çитнине паллă турĕ. Пĕрле ĕçлекен юлташĕсем, ял-йыш ăшшăн саламларĕç юбиляра, çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем тума телей сунчĕç.

Л.Ланинан апрель уйăхĕнче тепĕр юбилей пулать. Вăл Кавалти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлеме пуçлани 30 çул çитет.

- Кунта ĕçлеме пуçлани 30 çула яхăнах çитнине ĕненес те килмест, мĕнле хăвăрт иртсе кайрĕç вĕсем, - тет Людмила Ванифатьевна.

Çапла çав вăл - хăй ĕçлекен ĕçе пĕлсе, юратса ĕçлесен, çынсем сана хисеплесен ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика