03 декабря 2008 г.
Халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу паракан банксенчен пĕри «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин пирĕн районти офисĕ ĕçлеме пуçлани нумаях та вăхăт иртмерĕ-ха. Вăл аталанса халăх шанчăкне тÿрре кăларас енĕпе ĕçлени куç умĕнчех. Пирĕн банк тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме пуçларĕ: вклад, валюта улăштарни, укçа куçарни тата уйрăм, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, ял хуçалăх потребитель тата кредит кооперативĕсене кредитсемпе тивĕçтеретпĕр. Çавăн пекех халăхăн укçине вклада йышăнатпăр. «Вестерн Юнион» майĕпе те укçа-тенкĕне тĕрлĕ çĕре куçаратпăр. Пластик картин программине те ĕçе кĕртесси малти вырăнта. «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн паракан çăмăллăхлă кредит та çулсерен аталанса пырать. Пире çынсем шанаççĕ, çăвăнпа та кредит илес текенсем тăтăшах килсе тăраççĕ. Пирĕн районта çак таранччен 150 миллиона яхăн кредит илнĕ. Уйрăмах пирĕнпе «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, «Арабоси» агрофирма, «Аниш» тулли мар яваплă общество, «Павлов В.Ф.», «Сапаркин А.Г»., «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата ыттисем те тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Малашнехи тĕллевсем те пирĕн пысăк. Хальхи вăхăтра «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществи çирĕп ура çинче тăрать, апла пулсан пирĕн районти хушма офис та пур енĕпе те шанчăклă. Мĕншĕн тесен вăл патшалăх хÿттинче. Хальхи вăхăтра эпир кĕске (1 çул) тата вăрах вăхăтлăх (5 çулччен) кредитсем парассипе ĕçлетпĕр. Укçа-тенкĕпе ял хуçалăхĕнчи ака-суха ĕçĕсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минерал удобренийĕсем, элита вăрлăхсем туянма, пулас тухăçа страхлама тата ытти те пулать. Ку кредита 2009 çулхи апрель уйăхĕччен илме пулать. Аграри банкĕ çăмăллăхсемпе ытларах ялта пурăнакан халăх ыйтăвне татса парать. Вĕсен вара çак укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла. Ял хуçалăх банкĕ çĕр çыннисен шанчăклă юлташĕ.