03 декабря 2008 г.
2008 çул вĕçленесси уйăхран та калчĕ. Çавна май, йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах районта пурăнакансен кăçалхи ĕç-хĕлне пăхса тухаççĕ, çитес çул мĕнле ĕçсем тумаллине палăртаççĕ, хăш-пĕр ыйтусене улшăнусемпе хушусем кĕртеççĕ.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухрĕç. Хăш-пĕр ыйтăвĕсене халăх умĕнче итлерĕç. Ларăва район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕсем, райадминистрацин пайĕсен начальникĕсемпе секторсен заведующийĕсем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи малтанхи 3 ыйтăвĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова тухса калаçрĕ. Вăл 2008 çулхи бюджета улшăнусем кĕртесси тата кăçалхи 9 уйăхра бюджет укçипе мĕнле усă курни çинчен, унпа пĕрлех уйрăм ĕç-хĕлпе çыхăннă пĕрлĕхлĕ налук хурасси пирки каларĕ.
Çитес çул коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн тата пурăнакан çурт-йĕршĕн налук укçин виçи пирки тата уйăрса панă çĕр участокĕсемпе тĕллевлĕ усă курмалли çинчен, çавăн пекех вăтам тата вак предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе туса ирттермелли ĕçсем пирки райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова чарăнса тăчĕ. 2009-2010 çулсенче районти ачасен канăвне йĕркелес, сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе ятарласа программа туса хуни тата ун тăрăх епле ĕçлесе пымалли пирки район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов пурне те ăнланмалла каларĕ.
2009-2012 çулсенче право йĕркисене пăсакансем ан пулччăр тесе профилактикăлла ĕçсем туса ирттересси пирки те районта ятарласа программа йышăннă. Çак хушăра районта тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттермелли çинчен пулчĕ те ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн И.Константиновăн калаçăвĕ.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ чире хирĕç кĕрешмелли çинчен район больницин тĕп врачăн заместителĕ Н.Эсенкулов чарăнса тăчĕ.
Шăхаль чиркĕвне муниципаллă пурлăхран харпăрлăха куçарасси тата 2009 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилессин прогноз планĕпе райадминистрацин çĕрпе пурлăх секторĕн тĕп специалисчĕ А.Кузьмин паллаштарчĕ.
Ларăва пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕ В.Кириллов сăмах каларĕ, райадминистрацин структурин улшăнăвĕпе паллаштарчĕ.
Сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.