29 ноября 2008 г.
Манăн асанне Нина Николаевна Васильева ятлă. Вăл Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче 1948 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă.
Юратнă çыннăм патне час-часах çÿреме юрататăп эпĕ. Вăл мана яланах ăшшăн кĕтсе илет, тутлă кучченеçпе сăйлать. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ мĕнле иртни, çав вăхăтри ачасен пурнăçĕ мĕнле пулни мана питĕ кăсăклантарать. Хальхи вăхăтра ача-пăча сассине урамра питех илтме çук-çке. Мĕн тĕрлĕ кăна техника çук-ши? Пирĕн асаннесен вăхăтĕнче кăшт урăхларах пулнă. Çавна пĕлес тесех асаннепе тăтăшах калаçатпăр. Акă мĕн каласа пачĕ вăл мана хăйĕн пурнăçĕ çинчен: «Çемьере эпир саккăрăнтан ÿснĕ. Эпĕ вара улттăмĕш ачи. Пирĕн вăхăтри пурнăç çăмăл пулман. Вутă çуккипе хĕллехи каçсенче хĕр-тантăшсемпе пĕрле улăм пуçтарма уя тухса та кайнă. Ал-ура вара шăннипе пăр пек хытса каятчĕ.
Тум-тир кашни ача валли çителĕклĕ пулман. Çавăнпа та кам ирех вăраннă - çав тăхăнса ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Хăш-пĕр чух урасене çăм алсишсем тăхăнкаланă.
Пĕчĕк чух ытларах ĕне çăмĕнчен мечĕк туса вылянă. Çумăр хыççăн çара уран чупса çÿреме кăмăлланă. Халь вара урамсенче кĕленче ванчăкĕсем курма пулать. Питĕ хăрушă çара уран çÿреме. Çулла Упи катине кÿршĕре ачасемпе çырла, мăйăр пуçтарма каяттăмăр. Сĕтел çинчи апат ытла пуян пулман: пиçенрен пĕçернĕ пашалу, кăмака шарккăвĕ, сĕт.
Манăн питĕ пĕчĕклех хут пĕлес килнĕ. Укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулман пулин те, аттепе анне мана 1956 çулта пĕрремĕш класа вĕренме янă. Шел, анне чирленине пула манăн 8 класс таран çеç вĕренме тивнĕ. Малалла эпĕ анне вырăнне, сысна фермине, кашни кун çÿренĕ. Сысна çурисем илессипе эпĕ малта пынă. Хамран аслăраххисенчен юлас мар тесе чупа-чупа тар юхтарса ĕçленĕ. Мана кашни çулах лайăх ĕçленĕшĕн Хисеп грамотисемпе, медальсемпе чысланă». Каланă май асанне хутаçран медальсене кăтартрĕ. Акă манăн алла Ача амăшĕн медалĕ. «Ĕçри хастарлăхшăн» тата ытти медальсем лекрĕç. Малалла калаçăва çапла тăсрĕ:
- Эпĕ Шупашкара выльăх-чĕрлĕх пăхакансен республикăри слетне кайма та тивĕç пулнă. Унта мана тутăрпа, грамотăпа наградăланă. Тутăра халĕ те асăнмалăх арчара усратăп. Ĕлĕк вăл хаклă парне шутланнă.
Ас тăватăп: колхозра кĕркунне Аля аппапа çĕр улми пуçтарнăшăн пире ботинка илсе пачĕç. Епле хĕпĕртерĕмĕр! Ара, халиччен атăпа кăна çÿренĕ-çке.
1969 çулта Алексей Васильевич Васильевпа пĕрлешнĕ. Вăл нумай çул хушши водитель пулса ĕçленĕ. Ун çинчен районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн номерĕсенче те çыра-çыра кăларнă. Асанне медальсемпе пĕрлех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн номерĕсене те сунтăхран туртса кăларчĕ. Манăн алла 1970 çулта тухнă хаçатсем лекеççĕ. Паллах, хаçат страницисем кивелнĕ, хуçланнă. Апла пулин те вĕсене асанне паянхи кунччен упрать!
Пенсие тухиччен асатте выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче вăй хунă. Ĕне, пăру, сыснасем валли апат турттарса панă.
Асаттепе асанне пилĕк ачана ура çине тăратнă. Шел пулин те, асатте 4 çул каялла пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Халĕ асанне 10 мăнукĕпе савăнса пурăнать.
Асанне, эсĕ нихăçан та ан ватăл.